«Тупăшлă страховани тапхăрĕ» акци
Уйрăм çуртсен хуçисем хушшинче хăйсен пурлăхне страхлакансем хваттерсенчи пурлăха страхлакансемпе танлаштарсан 8-10 хут ытларах пулни палăрать. Çав вăхăтрах вара хваттерсенче те çемье бюджетне палăрмаллах сиен кÿрекен пăтăрмахсем пулма пултараççĕ. Куçман пурлăха (хваттерсене) страхлассипе çыхăннă ку е вăл ыйтусене эпир страховани рынокĕнче уйрăм çынсен пурлăхне страхлассипе абсолютлă лидер пулса тăнă РОСГОССТРАХ компанин Вăрмарти уйрăмĕн начальникне Ирина Михайловна Алексеевăна çутатса пама ыйтрăмăр.
- Ирина Михайловна, ытларах чухне хуçисем çук вăхăтра хваттер тата унти пурлăх мĕнлерех сиен тÿсме пултарать?
- Росгосстрах компанин статистики тăрăх, хваттерсене ытларах чухне шыв илни хăрушлăх кăларса тăратать (страховани пулăмĕсен 90 проценчĕ). Хваттерсене çавăн пекех вăрă-хурахсем те çаратма пултараççĕ. Пушар сиксе тухас хăрушлăх та пур. Пирĕн компани урлă вара çак кĕтмен çĕртен сиксе тухма пултаракан инкексене страховкăна кĕртме пулать.
Хваттерсенчи капăрлăха (урайне, стенасене, маччана, чÿрече блокĕсемпе кантăкĕсене, алăксене), инженери оборудованине, килти пурлăха уйрăмшарăн страхлама пулать.
- Мĕн хака кайса ларать-ха çак страховани полисĕ?
- Пурлăха страхламалли страховани полисне вăтам тухăçлă кашни çын илме пултарать. Çулталăкне полисшăн страхланă пурлăх хакĕн 0,3 процентĕнчен пуçласа 0,9 проценчĕ таранччен тÿлемелле (процент калăпăшĕ суйласа илнĕ условисенчен килет). Çавăн пекех страховани взносне рассрочка мелĕпе тÿлеме май пур. Унсăр пуçне, майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен пирĕн компанире «Тупăшлă страховани тапхăрĕ» акци пырать. Çак акци шайĕнче пĕрремĕш хутчен хваттер страхлакансем хăрушлăх кăларса тăратакан пур пулăмсенчен те страхлакан страховани полисне чылай йÿнĕрех хакпа илме пултараççĕ.
- Тара илнĕ (съемные) хваттерсене страхлама пулать-и?
- Пулать, анчах та инкек сиксе тухас пулсассăн страховани укçине унта пурăнаканни мар, хваттер хуçи (харпăрлăхçи) илет. Çавăнпа та хваттере страхласси арендаторшăн мар, ытларах унăн хуçишĕн пĕлтерĕшлĕ. Хваттер хуçисемшĕн те, унта пурăнакансемшĕн те виççĕмĕш çынсем умĕнчи гражданла яваплăхне страхласси пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Тепĕр майлă каласан: енчен те тара илнĕ хваттерте пурăнакансем аялти хутри кÿршисене шыв илтерсе сиен кÿчĕç пулсан, юсав ĕçĕсене вĕсенех тÿлеме тивет. Çакăн евĕр инкексенчен сыхланас яваплăха страховани компанийĕ çине тиесен аванрах пулĕ.
- Ирина Михайловна, çакăн евĕр страхлакан килĕшĕвне йĕркелеме мĕнле документсем кирлĕ-ши?
- Страховани килĕшĕвне тунă чухне паспорт пурри çителĕклĕ. Анчах та страховани тÿлевне илнĕ чухне хваттер харпăрлăхçи пулнине ĕнентерекен документсем кăтартмалла. Хваттере страхлакан агентсем пăхмасăрах страхлама пулать. Клиентăн хваттер ăçта вырнаçнине, пĕтĕмĕшле лаптăкне, мĕнлерех капăрлатнине ăнлантарса памалла. Страховани полисне хатĕрлесси 15-20 минута пырать, çак тĕллевпе компани офисне килсе çÿремесен те пулать. Страхлакан агент сирĕншĕн меллĕ вăхăтра хăех сирĕн патне килет. Енчен те сирĕн хваттерте чаплă юсав ĕçĕсем тунă, хаклă пурлăхпа техника пур пулсан, страховой агента хăвăр патăра киле чĕнсе ятарлă килĕшÿ тусан аванрах пулĕ.
- Хваттере, шалти пурлăха страхланă чухне сиен кÿме пултаракан хăш-пĕр пулăмсенчен, тĕслĕхрен, пушартан, хутса ăшăтмалли тата канализаци системисен аварийĕсенчен, кăна страхлансан страховка укçине перекетлеме май çук-и?
- Çакăн пек чухне перекетлени палăрманнипе танах килсе тухать, страховани хÿтлĕхĕн калăпăшĕ вара палăрмаллах чакать. Çапла та килсе тухма пултарать: хваттер хуçи шыв кÿрекен сиенрен страхланнă, анчах та хваттерте пушар сиксе тухнă е килти пурлăха çаратнă. Кун пек чухне хваттер хуçи пушара пула çухатнă пурлăхшăн страховани тÿлевне илеймест. Çавăнпа та РОСГОССТРАХ хăйĕн клиенчĕсене сиен кÿме пултаракан пулăмсене страхламалли тулли пакечĕпе усă курма сĕнет.
- Ирина Михайловна, мĕнлерех кăтартусемпе ĕçлет-ха РОСГОССТРАХ компанин Вăрмарти уйрăмĕ паянхи кун тĕлне?
- Нумай пулмасть пирĕн уйрăмра ĕç опычĕпе паллашмашкăн Ростов хулинчи ĕçтешсем - РОСГОССТРАХ компанин Ростоври страховани уйрăмĕн начальникĕ Е.Топилина, розница сечĕн Управленийĕн директорĕ А.Дзюба пулса курчĕç. Пирĕн ĕçе лайăх хак пачĕç. Страховани килĕшĕвĕсен шучĕ кăçал 120 процентпа, компание кĕрекен укçа-тенкĕ 105 процентпа танлашрĕ. Çавăн пекех эпир çынсене страховани тÿлевĕсене вăхăтра туллин тÿлесе пырассине çирĕп тытса пыратпăр. 2013 çулта инкек тÿснĕ 168 çынна саплаштару укçине 3 миллион ытла тенкĕлĕх тÿлерĕмĕр. Çутçанталăк условийĕсемпе çыхăннă (вăйлă çил-тăвăл, пăрлă çумăр) 9, пушарпа 6, вăрланипе 1, автомашинăсемпе 50, ĕне вилнĕ 14 пулăмпа тата çынсен пурнăçне страхланипе çыхăннă страховани укçисене патăмăр. Пирĕн уйрăмри алăксем клиентсемшĕн яланах уçă, малашне те вĕсемпе ăнланса ĕçлессе шанатăп. Пирĕн ĕçри ăнăçу коллективра пĕр-пĕринпе килĕштерсе, алла-аллăн ĕçлесе пурăннинчен нумай килет.
Меллĕ майпа усă курса хамăрăн хаклă ĕçтешĕмĕре, Росгосстрах компанин Вăрмарти уйрăмĕнче 38 çул ĕçлекен Людмила Васильевна Яковлевăна июнĕн 22-мĕшĕнче 55 çул тултарнă ятпа хамран тата коллектив ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Людмила Васильевна ĕçре яланах лайăх кăтартусемпе палăрать, малашне те ăна ăнăçусен çулĕпе утма çирĕп сывлăх, телейлĕ пурнăç сунатпăр.