Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тепĕр спорт мастерĕ хутшăнчĕ

Кăçалхи август уйăхĕнче Пинерте çуралса ÿснĕ Валериан Соколов боксер XIX Олимп вăййисенче чемпион ятне çĕнсе илнĕренпе 45 çул çитет.

Çак чаплă çĕнтерÿ Вăрмарсен асĕнчен тухмасть. Ялти çамрăксене çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Пинер шкулĕнче вĕренекенсем районта спортăн тĕрлĕ енĕпе ирттерекен ăмăртусенче яланах призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ спортри ăсталăха ÿстерсех пыраççĕ, спортăн анлă çулĕ çине тухаççĕ. Велосипед спортне кăмăллакансен çитĕнĕвĕсем чăннипех савăнтараççĕ. Руслан Боредский велосипедистăн пултарулăхне уйрăмах палăртмалла. Пинер каччи 2010 çулта Шупашкарта ирттернĕ Раççей чемпионатĕнче спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. 2011, 2012 çулсенче Раççей шайĕпе ирттернĕ пысăк ăмăртусенче яланах малти призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Халĕ вăл хăйĕн ăсталăхне Санкт-Петербург хулинчи «Олимп шанчăкĕсем» олимп резервĕсен училищинче туптать.

- Пинер шкулĕнче вĕренекен Николай Иванов Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне 2008 çулхи сентябрь уйăхĕнче çÿреме пуçларĕ. Занятисене йĕркеллĕ, çÿллĕ шайра ирттерни хăйĕн тупăшне пачĕ. Велосипедпа шоссе çинче тата кросра чупас, маунтинбайк енĕпе темиçе хут Чăваш Республикин чемпионĕ, Раççейĕн темиçе хут призерĕ, виçĕ енĕпе те спорт мастерĕн кандидачĕ спортра пысăк шанăç кÿрет, - тулли кăмăлпа каласа парать спортсменăн малтанхи тренерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Семенович Сидоров.

Иртнĕ çул çамрăк спортсменшăн уйрăмах ăнăçлă пулнă. Ноябрь уйăхĕнче Ижевскра маунтинбайк енĕпе Раççейре мала тухассишĕн ăмăртнă. Çивĕч кĕрешÿре пирĕн ентеш виççĕмĕш вырăна тухнă, Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Вăл шоссе çинче, кросра чупас, маунтинбайк енĕпе республикăн пĕрлештернĕ командин членĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренет.

Раççей пĕрлештернĕ командине тĕрлĕ ушкăнсенче пирĕн ентешсем - Руслан Боредский, Николай Иванов, Владислав Михайлов, Дима Александров велосипедистсем кĕме пултарни пире чăннипех те савăнтарать. Эпир вĕсенчен çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем кĕтетпĕр.


 



"Урмарская районная газета"
29 июня 2013
08:54
Поделиться