Тимлĕ пуласчĕ
Çуллахи кунсем пынă май кашни кунах урамсенче чупакан мотоскутерсемпе мопедсен йышĕ ÿссе пырать. Вĕсен водителĕсем ытларах 16 çулчченхи ачасем. Саккунпа килĕшÿллĕн çак ачасен скутер рулĕ умне ларма юрамасть, анчах ашшĕ-амăшĕсем çав-çавах вĕсене хăрушлăх кăларса тăратакан «теттене» туянса параççĕ. Çул-йĕр çинче çÿрекенсемшĕн мопедсемпе скутерсем чăннипех те хăрушлăх патне илсе çитерме пултараççĕ.
Раççей Федерацийĕн çул çинче çÿремелли правилисемпе килĕшÿллĕн скутерпа 16 çултан çамрăкраххисен ярăнма юрамасть. Çакă ахальтен мар ĕнтĕ. Çул çитмен ачасен транспорт хатĕрĕпе çÿремелли опыт çук. Çакăн пек водительсем хăрушлăх кăларса тăратаканнисен шутне кĕреççĕ. Скутерсемпе çÿрекен çамрăксемпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕсен шучĕ çулсеренех ÿсет.
Паллах, ашшĕ-амăшне ачисене скутер илсе парасси илĕртет, мĕншĕн тесен çак транспорт хатĕрне ГИБДДра регистрацилемелле мар тата унпа чупма ятарлă удостоверени илмелле мар. Анчах та аслисем ачине скутер илсе панипе ăна вилĕмпе выляттараççĕ, мĕншĕн тесен çак транспорт хатĕрĕпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕсен 95 проценчĕ скутер водителĕн е пассажирĕн вилĕмĕпе вĕçленет.
Скутер экономлă транспорт хатĕрĕ шутланать, пĕр чăрмавсăрах инçе çула кĕскетме пулăшать. Анчах та çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнсан кăна унран усă курма пулать. Çак транспорт хатĕрĕпе çыхăннă çул-йĕр правилисене пăхăнмасан сехетре 40-50 км хăвăртлăхпа пынă хушăра та вилмеллех аманма пулать. Мотик, скутер, мопед хатĕрĕсемпе пыракан 16 çул тултарнă водителĕн çула тухас умĕн мотошлем тăхăнмалла, çулăн сылтăм айккипе ытти транспорт хатĕрĕсен водителĕсене, çуран çÿрекенсене чăрмав кÿмесĕр, çул-йĕр правилисене пăхăнса пымалла.
Ашшĕ-амăшĕсене 16 çула çитмен ачисене мопед, скутер илсе памалла марри пирки асăрхаттаратпăр.