Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмар райповĕн инфратытăмĕ аталанать

Чăваш Республикин потребкооперацийĕ 120 çул тултарчĕ. Хальхи вăхăтра вăл республикăра, çав вăхăтрах Раççейре те, вăйлă аталанса пырать. Ĕçри ÿсĕмпе палăрнăшăн çулсерен Раççей шайĕнче пысăк наградăсене пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Вăрмар райповĕ те район аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать. Паян вăл çирĕп утăмсемпе малалла ăнтăлакан потребительсен обществи.

Райпон ваккăн суту-илÿ тăвасси, обществăлла апатлану предприятийĕ продукци туса кăларасси, хатĕрлев ĕçĕ лайăх аталанса пырать. Унпа пĕрлех аякри ялсенче пурăнакансене тĕрлĕ таварсемпе, строительство материалĕсемпе тивĕçтерессси те тĕп вырăнта. Райпон суту-илÿ предприятийĕсем - 53, обществăлла апатлану предприятийĕсем 10 шутланаççĕ. Пахалăхлă продукци туса кăларассипе «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество тĕллевлĕ ĕçлет. Унăн продукцине халăх кăмăлласах туянать. Продукци туса кăларассипе пĕрлех çулсеренех пурлăхпа техника базине пуянлатса пырать. Акă нумаях пулмасть Тикаш ял халăхĕ ыйтнипе кунти райпо лавккинче ветеринари аптеки уçăлчĕ. Райпо лавккисене сивĕтекен çĕнĕ оборудовани туяннă, «Вăрмар», «Надежда» лавккасенче ăшă шутлакан счетчиксем лартнă. Кондитер производствинче тепĕр çĕнĕлĕх - сахăртан тунă пылак вата хатĕрлеме тытăнни. Ку ĕçсене пурнăçлама 116 пин тенкĕ тăкакланă. Кăçалхи 5 уйăхра райпо 63,3 миллион тенкĕлĕх ваккăн тавар сутнă. Ÿсĕм 106,4 процент. Чи пысăк строительство объекчĕ вăл - поселокри «Светлица» кафе. Ăна хута яма 13 миллион тенкĕ уйăрнă. Строительствăпа монтаж ĕçĕсене «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи пурнăçларĕ. Унăн ĕçченĕсем тăрăшнипе кĕске вăхăтра капмар кафе хăпарчĕ те.

«Светлица» кафене райпон уявĕнче чаплă лару-тăрура Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Н.Зайцев уçрĕç. Икĕ хутлă кафен пĕрремĕш хутĕнче 40 çын апатланмалăх вырăн йĕркеленĕ, иккĕмĕш хутĕнче вара кондитер цехĕ вырнаçнă. Кунта оборудовани пĕтĕмпех çĕнни туяннă. Асăннă кафере ĕçлемешкĕн пур условисем те пур. Вăл вырăнти халăха хăйĕн хăтлăхĕпе, кунти ĕçченсем хатĕрлекен техĕмлĕ апат-çимĕçĕпе илĕртет.

Поселокри тĕп площадьре çак кун райпон суту-илÿ лавккисем чылай ĕçлерĕç.Уява килнисене хамăр республикăра тавар туса кăларкансем тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç.

Вăрмар райпо кунĕ чаплă лару-тăрура поселокри тĕп площадьре уçăлчĕ. Уяв ячĕпе Вăрмар райпо ĕçченĕсене Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов саламларĕç, райпо системинче пысăк тÿпе хывнă ĕçченсене Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Чăвашпотребсоюз канашĕн Хисеп грамотине «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăн пекарĕ Н.Ефремова, Çÿлти Кинчерти лавкка заведующийĕ В.Константинова, «ЧР потребкооперацийĕн ветеранĕ» ята вара райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăн поварĕ Г.Иванова тивĕçрĕ. Çавăн пекех райпо системинче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хуракан чылай ĕçчене Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Вăрмар район çыннисене Етĕрнери аш-какай комбиначĕн директорĕ С.Якушев тата уява килнĕ ытти сумлă хăнасем саламласа Вăрмар райповĕн ĕçне пысăк хак пачĕç.

Уява чăваш эстрадин «Хурăнташ» ансамбль савăнăç кÿчĕ. Çамрăк ăру валли ятарласа ача-пăча дискотеки йĕркеленĕ.

Уяв каçĕ чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕпе тата салютпа вĕçленчĕ.


 



"Урмарская районная газета"
03 июля 2013
10:23
Поделиться