Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Старта ветерансем тухнă

Июнĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарти залив хĕрринче Республика шайĕнче ветерансен хушшинче çăмăл атлетика енĕпе нумай ăмăрту иртрĕ.

35 çултан пуçласа 80 çул таранчченех арçынсем, хĕрарăмсем 3 çухрăм дистанцире тупăшрĕç. Пирĕн районтан виçĕ ветеран хутшăнчĕ, пурте призлă вырăнсем йышăнчĕç. С.Егорова (Чупай) 45-49 çултисем хушшинче 1-мĕш, 70-74 çултисенчен Н.Михайлов (Вăрмар поселокĕ) - 1-мĕш, К.Иванов (Кивĕ Вăрмар) - 3-мĕш вырăна тухрĕç. Призерсене спорт министерстви медаль, грамота парса чысларĕ, кашнинех Олимп вăййисен кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ ятарлă футболкăсем парнелерĕ. Унта иртнĕ пысăк мероприятисене республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ С.Мельников тата ыттисем хутшăнчĕç салам сăмахĕсем каларĕç.



"Урмарская районная газета"
06 июля 2013
16:13
Поделиться