Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ветерансене чысласси йăлана кĕрсе пырать

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Галина Константиновнăпа Вениамин Васильевич Васильевсен çемйи пысăк хисепре. Хăй вăхăтĕнче ял хуçалăхĕшĕн, пĕтĕмĕшле район аталăнăвĕшĕн пысăк тÿпе хывнă вĕсем. 1957 çулта пĕрлешнĕскерсем паянхи кунчченех пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса туслă пурăнаççĕ пĕрле.

Шăпах иртнĕ кунсенче агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Н. Васильев тата унăн çумĕ Н.Семенова, тĕп зоотехник пулса ĕçленĕ Е.Кириллова хăйсен ырă йăлана кĕнĕ ĕçне малалла тăсса мухтава тивĕçнĕ çак çемье тĕпелне çитсе курчĕç. Нумайччен шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç вĕсем хăйсен ĕçĕнче пулса иртнине аса илсе, паянхипе танлаштарса. Тивĕçлĕ канăва тухнăскерсене пĕр тĕвве пуçтараканни чылай. Пурте вĕсем районти ял хуçалăх аталанăвне мала ярассишĕн хăйсене хĕрхенмесĕр чунтан тăрăшса вăй хунă. Галина Константиновнăпа Вениамин Васильевич Васильевсен çемйине нумай çул ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Николай Васильевич аван пĕлет, нумай ăшă сăмахсем каларĕ вăл çак çемье пирки. Нихăçан та пĕр-пĕрин çине сасă хăпартса, вăрçăнса курман Васильевсем.

Вениамин Васильевич Кавал ялĕнче 1931 çулта çуралса ÿснĕ, вăрçă ачи вăл. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Хусанти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн инженер пулса тăнă. Малтан вăл 3 çул Октябрьскинчи МТСра инженерта ĕçленĕ, унтан Вăрмарти МТСа куçса килнĕ. Кунта 30 çул ытла мастерской заведующийĕнче, техникăна пăхса тăракан инженерта, çĕнĕ машинăсемпе оборудованисене ĕçе кĕртекен инженерта ĕçленĕ, тĕп инженер та пулнă. Хăйĕн стажĕнче пĕр ĕç кунĕ те сиктерсе курман. Мĕнле кăна сĕнÿ паман-ши Вениамин Васильевич, мĕнле кăна çĕнĕ техникăна ĕçе кĕртмен-ши çав вăхăтра; Хăй шухăшласа кăларса тунă агрегатсем те сахал мар пулнă районти машинăпа трактор станцийĕнче. Сăмахран, районти кашни колхозпа совхоз валли В.Васильев сĕннипе пăрçа çулнă чухне валоксене пĕр рете пăрахса пымалли хатĕр тунă пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 1982 çулта «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят панă. Тăватă çул Вениамин Васильев районсем хушшинчи мелиораци системинче инженер-механик пулса ĕçленĕ. Кунта та хастарлăхпа пуçарулăх кăтартнă вăл, çакăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Вениамин Васильевич 40 çул хушшинче вуншар Хисеп грамотипе Тав çырăвĕ илме тивĕçлĕ пулнă. «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ», Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсем те пур ĕçчен çыннăн. Унăн мăшăрĕ те, Галина Константиновна, ĕмĕрĕпех агрономра вăй хунă. Вăл 1934 çулта Удмурт Республикинчи Сарапул хулинче çуралнă. Часах вĕсен çемйи Кавала куçса килет. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Галина Хусанти ял хуçалăх институтĕнче агроном специальноçне алла илет. Çамрăк специалиста тăван тăрăх хăй патнех туртать. 1961-1971 çулсенче Галина Константиновна ÿсен-тăрансене хурт-кăпшанкăсемпе чир-чĕрсенчен сыхлас енĕпе тĕп агроном пулса ĕçлет. 1971-1976 çулсенче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче те ял хуçалăх пайне ертсе пырать. 1976-1990 çулсенче Галина Константиновна ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕнче тăрăшать. Район хаçатĕнче ĕçлеме пăрахсан та вăл редакципе тачă çыхăну тытнă. Хуçалăхсенче малта пыракансен опытне ĕçе мĕнле кĕртсе пыни çинчен статьясем тăтăшах çырса тăнă, мухтава тивĕçнĕ çĕр ĕçченĕсене ырланă, кахалсене питленĕ. Ял хуçалăх отраслĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш АССР ял хуçалăх министерствипе агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен профсоюз комитечĕ, Чăваш АССР халăх контроль комитечĕ, КПСС райкомĕпе райсовет ĕçтăвкомĕн тата районти ял хуçалăх ĕçченĕсен профсоюз райкомĕ темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Галина Константиновнăпа Вениамин Васильевич икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Ывăлĕ Владислав Хусанти авиаци институтне вĕренсе пĕтернĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Хĕрĕ Маргарита культура училищинче преподавательте тăрăшать. Ашшĕпе амăшĕ ачисем хăйсене ватлăх кунĕнче чылай тимлĕх уйăрнăшăн чăннипех те савăнаççĕ, вĕсемпе мухтанаççĕ. Акă нумай пулмасть Вениамин Васильевичăн операци сĕтелĕ çинче выртма тиврĕ. Икĕ уйăх Шупашкарта больницăра сипленнĕ хушăра мăшăрĕ Галина Константиновна канăçне çухатрĕ, юратнă мăшăрĕн сывлăхĕшĕн пăшăрханчĕ. Ачисем те йывăр вăхăтра ашшĕпе амăшĕ çумĕнче пулчĕç.

Çапла пурăнать ĕçпе пиçĕхнĕ хисеплĕ мăшăр: иртнине манмасăр, малашлăха пăхса, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса.

 



"Урмарская районная газета"
10 июля 2013
07:27
Поделиться