Тирпей-илем пĕрле тăрăшсан пулать
«Водоканал» тулли мар яваплă общество çинчен асăнсанах районта пурăнакансенчен чылайăшĕ унăн ĕçĕ-хĕлне халăха шывпа тивĕçтерессипе тата усă курнă шĕвĕ каяшсене турттарса тухассипе çыхăнтараççĕ. Общество Вăрмар поселокĕнче тата Чулкасри хăш-пĕр урамсенче çак ĕçе пурнăçланисĕр пуçне тĕрлĕ ĕçсене те - хытă каяшсене илсе тухасси, утилизаци тăвассипе ĕçлет.
Обществăна Ю.Иванов ертсе пыма пуçласанах тĕп пĕлтерĕшлĕ ĕçсене çакна тĕпе хурса палăртнă. Чи малтанах энерги перекетлекен программăсене пурнăçа кĕртессине обществăн административлă çуртĕнчен пуçланă - çĕнĕ электричество хуранĕсем вырнаçтарни электроэнергие 50 процент таран перекетлеме май панă. Поселока Чулкасри шыв пуххинчен илсе килес енĕпе ĕçлекен икĕ насуса та сехет тăрăх ĕçлекен механизмсемпе тивĕçтерни перекетлĕх парать. Вĕсене пурнăçа кĕртсе пыни ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерме те, çĕнĕ техника туянма та майсем туса парать.
- Хăй вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă кашни предприятирех кун ыйтăвĕ ыйтнă тĕрлĕ ĕç тума пултаракан хăватлă техника пулмалли çинчен каланăччĕ. Юлашки çулсенче общество ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе темиçе единица техники туянчĕ, - тет райадминистрацин строительствăпа инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А.Тихонов. Кăçал кăна коммуналлă службăсене питĕ кирлĕ МТЗ-92П экскаватор-погрузчик туяннă. Унпа, организаципе килĕшÿ туса, уйрăм çынсем хăйсен хуçалăхĕнчи ĕçсене пурнăçлама пултараççĕ. Юсав ĕçĕсене те туса пырать предприяти - поселокри обществăлла мунча çывăхĕнчи шывпа тивĕçтерекен башньăн çуртĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ, 2012-2013 çулсенче шыв пăрăхĕсене 300 метр ытла улăштарса çĕнетнĕ. Юрий Григорьевича та, кунта ĕçлекенсене те пăшăрхантаракан ыйтусем те пур-ха. Организаци пăхса тăракан территорире пурăнакансем шывпа тивĕçтернĕшĕн, таса мар шыва кăларнăшăн, хытă каяшсене илсе тухнăшăн вăхăтра тÿлесшĕн мар, кăçалхи çур çулшăн пĕтĕмĕшле 700 пин тенкĕ ытларах тÿлемен. Çакă вара тăван тавралăх тирпейлĕ те хăтлă пултăр тенипе пĕрре те килĕшсе тăмасть.
Тирпейлĕшхшĕн пĕрле тăрăшасчĕ - тасалăх тирпейлекен çĕрте мар ăна вараламан вырăнта таса.