Лейтенантсем - пулас генералсем
Вăрмарсемшĕн çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласси ĕмĕртен ламран-лама куçса пынă. Ахальтен мĕнле ăнлантарăн-ха çĕршер çулсем каяллах пирĕн несĕлсем Мускав, Раççей патшалăхĕн çĕрĕсене хÿтĕлеме хăйсен ирĕкĕпе хутшăннă пирки.
1941-1945 çулсенче пынă Аслă Отечественнăй вăрçа кăна илер. Çак çулсенче районтан вăрçă хирне 6890 çын тухса кайнă, 2759-шне кăна каялла таврăнма тÿр килнĕ. А.Казаков (Кивĕ Вăрмар) Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, П.Порфирьев (Саруй) вара Салтак Мухтавĕн орденĕн тулли кавалерĕ пулса таврăннă. Ун хыççăн мĕн чухлĕ пысăках мар вăрçăсене, çар операцийĕсене (халĕ çапла калатпăр ĕнтĕ) хутшăнман-ши ентешсем - Корея, Венгри, Вьетнам, Египет, Чехословаки, Афганистан, Африкăри «хĕрÿ пăнчăсем», Югослави, Абхази, Çур çĕр Кавказри хирĕç-тăру - пурне те асăнса пĕтереймĕн...
Пур çĕрте те вара вĕсем çĕршыв умĕнчи тивĕçе çÿллĕ шайра пурнăçланă. Çар тивĕçне пурнăçласси пирĕн ентешсемшĕн чи малти вырăнта пулнă. Чăваш Республикин Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕ кашни çулах çамрăксене çара илес ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлать. Çар ретне тăрас мар текенсен йышĕ кунта сахал. Тĕрлĕ çар училищийĕсене вĕренме кĕрекенсем пирки уйрăм сăмах. Нихăш енчен те Чăваш Ене ют патшалăхсем хупăрласа тăмаççĕ пулсан та офицер пулас текенсен йышĕ чакмасть. Çав хушăрах çакна та палăртмалла - пуçламăш çар предмечĕ темшĕн историне кĕрсе кайрĕ пулин те, районти шкулсенче пурнăç хăрушсăрлăхăн никĕсне вĕрентекен преподавательсем хăйсем çине илчĕç. Вĕсен ĕçĕ вара питĕ курăмлă. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ параркан вăтам шкулта кадет класĕсем ĕçлени, унта вĕренекенсем тĕрлĕ шайри конкурссенче малти вырăнсене тухни çинчен те пĕлетпĕр.
Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Вăрмарти вăтам шкултан вĕренсе тухакансем çарăн аслă училищийĕсене вĕренме каякансем йышлă. Вăрмарти вăтам шкулсенчен çар училищине вĕренме каякансен йышĕ пĕрре те пĕчĕк пулман - тарăн пĕлÿ илнĕ вĕрентекенсем вĕсене хăйсенни пекех тарăн пĕлÿсем панă. Çапах вăхăт шунă май пурнăçра улшăнусем пулса иртеççĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен профессийĕн сумĕ те пĕр вăхăт хушши чакрĕ.
Пуçне усмарĕ çак тапхăрта Вăрмар шкулне пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсне вĕрентме килнĕ В.Антонов, çамрăксене çар ĕçĕ пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ, унăн малтанхи хăнăхăвĕсене вĕрентрĕ. Ĕçлесен ÿсĕм пулмасть-и вара; Çакна асăннă шкултан вĕренсе тухса тĕрлĕ çар училищийĕсене вĕренме кĕнĕ, кăçал лейтенант званийĕ илсе тухнă виçĕ çамрăк та çирĕплетеççĕ. Акă вĕсем, çĕршыв хÿтĕлевçисем, 2013 çулта лейтенант званине илнисем - Дмитрий Владимирович Кудряшов (Çыхăнăвăн Санкт-Петербургри çар академине пĕтернĕ), Александр Валерьевич Московкин (Мускаври оборона министерствин çар университечĕ), Александр Олегович Сотников (Патшалăх пушар службин Уралти институчĕ). Çар çыннин отпускĕ кĕске-çке, çак кунсенчех вĕсем хăйсен çар служби иртекен вырăна - Д.Кудряшов Мускаври Кантемировский çар дивизине, А.Московкин Санкт-Петербургри Сывлăш çар оборонин штабне, А.Сотников Шупашкар хулинчи пушар хăрушсăрлăх службине хăйсен тивĕçне пурнăçлама тухса кайрĕç.
Лейтенант званийĕ илнĕ çамрăксемпе тĕл пулу июль уйăхĕн варринчех Вăрмар поселокĕнче иртрĕ. Вĕсемпе хăй вăхăтĕнче Вăрмар çар ĕç комиссарĕ пулнă,халĕ район пуçлăхĕ М.Пуклаков, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсне (çав шутра малтанхи çар хăнăхăвне те) вĕрентнĕ В.Антонов, район, республика шайĕнче иртнĕ çамрăксем хушшинче иртекен çар вăййисене хутшăннă В.Шапеев тĕл пулчĕç. Калаçмалли, сÿтсе явмалли нумай пулчĕ вĕсен. Республикăра çамрăк армеецсен ăмăртăвĕсенче Вăрмарсем тĕл перессипе мала тухни те, тата чылай ытти те аса килчĕ.
Тепĕр курăмлă пулăма та аса илес килет. Офицерсен тĕл пулăвне асăннă шкултах вĕреннĕ, РФ Президенчĕн полкĕнче службăра тăнă, халĕ çар çыхăнăвĕн академийĕнче вĕренекен курсант А.Лисицын та хутшăнчĕ. Маттур ентеш те çывăх вăхăтра офицер погонĕсем илсе çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пуласшăн. Тепĕр йĕрке кĕртсе хăвармасассăн статья тулли пулмĕччĕ. Пурте вĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă çÿлерех асăннă çынсемсĕр пуçне класс ертÿçисене те тав тăваççĕ.