Спортсмен пулмасан та – физкультурник пул
Физкультурниксен кунне СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн 1980 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе августăн иккĕмĕш шăмат кунĕнче паллă тума йышăннă. Вăрмарта та çак кун тĕрлĕ спорт вăййисем иртрĕç.
Уява чаплă лару-тăрура поселокри тĕп площадьре уçрĕç. Ертсе пыракан çак спорт вăййисен историйĕпе паллаштарнă хыççăн ăмăртусене хутшăнма пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Физкультурник кунĕпе саламланă май спортсменсем, тренерсем, спорт ветеранĕсем хастарлăх кăтартнипе тата яваплăха туйса тăрăшнипе районта массăллă физкультурăпа спорт юхăмĕ çулсерен аталанса пынине пĕлтерчĕ. Çакă пирĕн спортсменсене тĕрлĕ шайра иртекен ăмăртусенче - Республикăра та, Раççейре те, Тĕнче шайĕнче те ÿсĕм тума май пани çинчен каларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов та салам сăмахĕсенче çăмăл атлетика енĕпе Мускавра иртекен Тĕнче чемпионачĕ пĕр килни те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса пурне те çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Николай Анатольевич илсе кăтартнă: «Спортсмен пулмасан та - физкультурник пул», - каларăш вара пурне те малалла ăнтăлма илĕртрĕ пуль. Çакна та палăртса хăвармалла - ăмăртусем пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Владимирович спорт ĕçне аталантарас енĕпе пысăк тÿпе хывнăшăн М.Семенова, Н.Михайлова тата ытти спортсменсене те Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем пачĕ.
Ăмăртусен программи питĕ анлă пулчĕ: шашка-шахмат вăййисем, тĕрлĕ дистанцисене чупасси, канат туртасси, кире пуканĕ çĕклесси, турник çинче туртăнасси, армспорт, шывра ишесси, сĕтел çинчи теннисла вылясси...
Ăмăртусене районти организацисемпе учрежденисен, предприятисен, хула, ял тăрăхĕсен командисем, уйрăм çынсемпе ветерансем, çемье командисем хутшăнчĕç.
Асра юлакан самантсем чылай пулчĕç. «Илем» ФСКра иртнĕ ишев ăмăртăвĕ пурне те тыткăнларĕ - пулăсем пекех чăмаççĕ те (ÿкерчĕк çинче), ишеççĕ те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем Хисеп грамотисемпе медальсем, «АККОНД» кондитер фабрикин пылак çимĕçĕсене тивĕçрĕç. Ăмăртусене ирттерме ДОСААФăн вырăнти организацийĕ те тÿпе хыврĕ.
Çанталăкĕ уяр пулчĕ пулсан та кăмăла хуçакан пĕр саманта та асăнса хăварас килет. Хăш-пĕр предприятисемпе организацисем, ял тăрăхĕсем командăсем тăратман. Малашне çакна шута илесчĕ.