Тырра упрама та пĕлмелле
Тĕш тырăна акнă кунтанах вăл еплерех ÿсесси, тухăçĕ мĕнлерех пуласси çĕр ĕçченне пăшăрхантарать. Ваттисем калашле «Çичĕ хут тар кăларса ĕçленине» никамăн та сая ярас килмест. Пысăк тухăçлă, пахалăхлă продукци туса илесси вара «çĕр хуçинчен» чылай килет. Кăçалхи тыр-пул пахалăхĕпе интересленсе «Чăвашхлебопродукт» акционерсен уçă обществин районти тырă йышăнакан пунктне çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашрăм.
Эпĕ пынă чухне кунта «Яковлев В.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчен хăйсем çитĕнтернĕ тыр-пулăн пахалăхне тĕрĕслеттерме килнĕччĕ. Лаборатори пуçлăхĕн О.Павлован ку енĕпе опычĕ пысăк. Вăл палăртнă тăрăх тырă пахалăхĕ кăçал лайăх. Çакă ял хуçалăх производствин ĕçченĕсем агротехника требованийĕсемпе килĕшÿллĕн ирттерекен мероприятисене вăхăтра пурнăçласа пынипе çыхăннă. Патшалăха сутакан тырăн палăртнă базислă виçи: нÿрлĕхĕ - 14,5, тасалăхĕ 1 процент тата ытти те, тулăн, ырашăн - кашнин хăйĕн кăтартăвĕсем уйрăм. Çак кăтартусем тăрăх кашни культурăна уйрăмшар хураççĕ кунти складсене. Кăçалхи августăн 13-мĕшĕ тĕлне элеватора пурĕ 278 тонна «сарă ылтăн» пырса кĕнĕ. Кунта вăй хуракан А.Егорова тĕп бухгалтер палăртнă тăрăх, «Иванов В.А», «Иванова О.А.», «Яковлев В.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен тĕш тырă ытларах килсе тăрать. Пĕр-пĕрне ăнланса, алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ кунта. Пахалăх енчен начартараххисене предприятире кондицие çитерме майсем пур. Асăннă предприяти вырăнти халăха паха йышши тĕш тырă сутассипе те ĕçлет.