Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕл алăкран ăнсăртран ан шаккатăр

Ĕлĕкхи чăвашсем çунана çулла хатĕрлеме хушнă. Çак каларăш кивелмен, кивелмест те пулĕ. Пурнăç çине çăмăлттай пăхакан хуçа кăна çакна шута илмест. Яваплăха туякансем вара çак ыйтăва чи малти вырăна кăлараççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин эрне пуçламăшĕнче ирттерекен ĕçлĕ канашлура та çурт-йĕрсене хĕл каçарма хатĕрлесси тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Унăн ĕçне яланхиллех райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕсемпе сектор заведующийĕсем, предприятисемпе организацисен, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсем хутшăнчĕç.

Вырма ĕçĕсен хĕрÿ тапхăрĕ пынă май калаçу чи малтанах вĕсен тавра тĕвĕленчĕ. Тĕп ыйту вара çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсем хĕле кĕтсе илесси тавра пулчĕ. Кун пирки чи малтанах райадминистрацин строительствăпа инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А.Тихонов тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх 2013-2014 çулхи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленесси планпа пăхнă тăрăх пулса пырать. Çуртсене паракан ăшă пăрăхĕсене тасатаççĕ, вĕсен пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама район бюджетĕнче пăхса хăварнă 600 пин тенкĕрен 580 пин тенкине усă курнă.

Заводская урамри 41, Порфирьев урамĕнчи 11 çуртсенче юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе «Вăрмарти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ О.Викторов, «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятин директорĕ В.Иванов паллаштарчĕç. Унитарлă предприятин ĕçченĕсем хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе хăйсем пăхса тăракан тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче çак енĕпе калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă. Çак йĕркесем пичетленнĕ вăхăтра кунта вăй хуракансем Вăрмар поселокĕнчи «Березка» ача садĕнче тăрăшатчĕç. Апла пулсан ачасем хĕле сивĕ пÿлĕмсенче кĕтсе илмĕç.



"Урмарская районная газета"
21 августа 2013
14:01
Поделиться