Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районти пĕрремĕш СССР чемпионĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн Генриетта Михайловна Николаева (Юрьева) паллă учитель-педагог çинчен кĕскен каласа парасшăн. Пурнăç малалла шăвать - пурнăç пирĕн истори, ăна манмалла мар.

Кавал ялне пĕлмен чăваш та çук пулĕ. Ку ялтан паллă чăваш çыравçисем тухнă, районта пĕрремĕш вăтам шкул уçнă тата ытти те.

Чăннипех те, Генриетта Михайловна Николаева (Юрьева) пултаруллă чăваш спортсменки чăваш хĕр ачисене Раççей шайне çĕклерĕ.

1931 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче Михаил Федоровичпа Мария Кирилловнан çемйинче хитре сăн-питлĕ, хăмăр куçлă хĕр ача çуралнă. Ашшĕ - Михаил Федорович - писатель-драматург, актер-режиссер, журналист тата историк. Амăшĕ, Мария Кирилловна, чăваш чĕлхи учителĕ. Çемьери виççĕмĕш хĕре ашшĕ-амăшĕ Генриетта ят панă. Вăл шкула вĕренме çÿричченех урамра арçын ачасемпе чупнă, вылянă, çырма хĕррине кайсан яланах ачасемпе тавлашса чул мăклашки ывăтма юратнă. Ачаранах чупса-выляса ÿсни унăн пуласлăхне палăртнă.

1945-1948 çулсенче Кавалти вăтам шкулта вĕренекен хĕр ачасем хушшинче 100, 200, 300 метра чупассипе ăмăртусем ирттернĕ. Мала тухнисене шкул чемпионĕ ятне панă тата «Чемпион майкине» парнеленĕ. Çак ăмăртусенче пĕчĕк çеç кĕлеткеллĕ хĕр ача пуринчен ытларах очко пухнă.

Генриетта Юрьева шкулта вĕренекен хĕр ачасем хушшинче чемпион пулса тăнă. Районти ăмăртусенче граната, диск, сăнă ывăтса тата 100, 400 метр чупса чемпион ятне çĕнсе илнĕ.

1948 çулта Кавалти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Мари Республикин педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Студент чухне яланах факультет чысне хÿтĕленĕ: чупнă, сикнĕ тата граната, диск, сăнă ывăтнă. Институтра вĕреннĕ чух спортăн çак енĕсемпе Мари Республикин рекорчĕсене çĕнетнĕ. Сочи хулинче, 1950 çулта, РСФСРти çăмăл атлетсен ăмăртăвне хутшăннă. Çак вăхăтра вăл СССРти паллă спортсменсемпе паллашнă. Р.Заборская ăна диск ывăтма вĕрентнĕ, каярахри çулсенче пирĕн ентеш СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕпе Маючипе тĕл пулса нумай пулăшу илнĕ.

Тепĕр икĕ çултан (1952 ç.) Совет Союзĕнчи ял çамрăкĕсем хушшинчи ăмăртура 40 метр та 12 сантиметра сăнă ывăтса пĕрремĕш вырăна тухнă.

Çапла вара Кавал хĕрĕ Вăрмар районĕнче пĕрремĕш СССР чемпионĕ пулса тăнă.

Институтран вĕренсе тухсан 1952-1969 çулсенче Кавалти вăтам шкулта истори учителĕнче ĕçлет. Физкультура урокĕсене те час-часах вăл ертсе пынă. Спорта халăх хушшинче аталантарма активлă хутшăннăшăн Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1956 çулхи мартăн 8-мĕшĕнчи Указĕпе Генриетта Михайловнăна Хисеп грамотипе наградăласа пысăк чыс тунă. Нумай вăхăт хушши шкулта ачасене тăрăшса вĕрентнĕшĕн ăна «РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» тата «Учитель-методист» хисеплĕ ятсем панă. Халĕ, Генриетта Михайловна, тивĕçлĕ канура, Саратов облаçĕнчи Маркс хулинче пурăнать.



"Урмарская районная газета"
28 августа 2013
14:02
Поделиться