Вуласан шухăшлама, юрласан - савăнма, киленме
Мĕн вăл сăвă? Эй, тейĕ пĕр-пĕр вулакан, ара, сăвă мĕн иккенне шкул саккинчех вĕрентеççĕ-çке. Хам та ача чухне çыркаланăччĕ-ха, ÿсерехпе те савни патне сăвăласа шăрçалаттăм.
Çапла, сăвă (тĕрĕсрех, сăвă пекки) çыркаласа курман çын çуках пулĕ. Уйрăмах вăл ача чухне палăрать. Паллах, шкулта вĕреннĕ чухне чĕлхе-литература учителĕн витĕмĕ мĕнлерех пулнинчен те килет ку. Каярах сăвă хайлассинчен нумайăшĕ писет.
Н.Ивановăн ача чухнех аталаннă çав чир пĕртте иртсе каясшăн пулман - шкулта чухне те, институтра вĕреннĕ тапхăрта та, тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ вăхăтра та. Уйрăмах Вăрмарти ачасен ÿнер шкулĕнче малтан вĕрентекенре, кайран директорта вăй хунă çулсенче пултарулăх çăл куçĕ шăнкăртатсах юхнă тейĕн. Сăвă хыççăн сăвă, поэма хыççăн поэма хайланă вăл. Вĕсене поэзин çÿллĕ пусăмне çитерме тăрăшнă. Хайлавсене вулакан ăшă кăмăлпа йышăнтăр тесе пултарулăх вучахне хĕмлентерсех тăнă: паллă çыравçăсенчен канаш ыйтнă, вĕсемпе туслă çыхăну тытнă. Хаçат-журнал редакцийĕсен алăкĕсене хăю-хăйми уçса кĕрсе пичетленме пуçлани те, паллах, хавхалантарнă.
Нумай пулмасть кăна-ха Николай Прокопьевичăн «Тăван ен, савнă ял, тăван кил ...» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Маларах пичетленнисемпе танлаштарсан вăл самай сумлăрах: пĕр балладăпа темиçе поэма, тĕрлĕ содержаниллĕ сăвă, юрăсен тексчĕсем кĕнĕ асăннă кăларăма. Вĕсенче тăван тавралăхăн ытарайми сăнарĕ, хаклă аннен пиллĕ сăмахĕсем, çамрăксен шухăш-кăмăлĕ, кулленхи пурнăç сăнлăхĕпе тĕрлĕ çынсен шăписем ÿкерĕннĕ. Мĕнлерех ÿкерĕннĕ-ха;! Еплерех сăнлăхсем тупнă автор;! Акă илер-ха «Çĕр ăстисене» сăвва:
Ыр пурнăçăн хĕвелĕ йăл çиçет
Уй паттăрĕсене ачаш савса.
Çĕн пурнăç шавлăн йыхăрсан
ĕçе,
Тÿрре кăларăпăр чăн Улăп пек
пулса.
Ĕç çыннине савса хайланă сăвăсем чылаях авторăн. Вĕсене вуланă чух содержанипе кĕвĕ уйрăлми çыхăнура тăнине туятăн. Тĕрĕс те илемлĕ çырнă сăвă хăех кĕвĕ ыйтать. Ун пек сăвăсем юрланса вуланаççĕ. Ытти чылай хайлавĕ те сăвăç-композиторăн кĕвĕллĕ. Мĕншĕн тесен автор сăвă техникине лайăх пĕлет, сăнарлăхпа шухăш-туйăма палăртакан сăмаха суйлама пултарать.
Эпир патварринче - пуян тыр пул!
Чăн тухăç вăл - ĕçе ăнланнинче!
Апла пулсан, ял-йышăм, хатĕр пул,
Чун хавална пама кĕр-çурсенче.
Тап-таса ямб виçи, тулли рифмăсем сăвва кĕвĕллĕ тăваççĕ. Сăнлăх, шалти туйăм, уçă тата хупă сасăсен янăравлăхĕ, çыпăçуллă сăмахсар - хайлавăн тĕп пахалăхĕ. Çакăн пек сăвă техникине ăнланса та уяса çырнă поэзи тĕслĕхĕсем тăван чĕлхене юратса та хакласа пурăнма вĕрентеççĕ.
Н.Иванов поэзийĕн паха енĕ - лирикăлла геройăн шухăш-туйăмĕ кашни вулаканшăн, ача-и вăл, çамрăк-и, аслă çулта-и, питĕ çывăх. Чуна çĕклентерсе ячĕ, теççĕ ун пек чух.
Анне килĕн манми укăлчи,
Шап-шурах чечекри сад пахчи.
Уçă сывлăш чĕнсен хăй патне
Туртăнать чун тавралăх еннех.
«Тăван ен» сăвă Чăваш çĕршывĕ тăрăх çеç мар, йăхташăмăрсем пурăнакан кашни тăрăхрах юрă пулса сарăлчĕ. Вăл «Чăваш радион» ылтăн фондне кĕме тивĕçрĕ. Ун пек хайлавсем Н.Ивановăн теçетки-теçеткипе.
Ытарайми анне сăнарĕ - нихçан кивелми тема. Кĕнекере амăшне халалланă сăвăсем чылаях. Амăш сăнарĕ урлă тăван киле, тăван яла, тăван шкула, аппа-пиччесене куратпăр. Сăвăсен паха шухăшĕ - манмалла мар, манмалла мар - сăвап пулĕ...
Поэзире тата музыкăра тахçантанпах ырми-канми ĕçлекен Н.Иванов пысăк калăпăшлă хайлавсемпе пĕрлех ачасем валли те çырать. Ку кĕнекере ятарласа пĕчĕк шăпарлансем валли тесе палăртман пулин те « Ачасен тусĕсем» тата «Ырă ĕçре - çын хисепре» пайри сăвăсем шкул ачисен, çитĕнекен ăрăвăн сĕтелĕ çинчен каймалла мар. Тĕрлĕ мероприятисенче те вĕсемпе усă курма меллĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен çакна шута илесчĕ.
Кун-çул кашнин пĕрре кăна килет,
Этем, эс тăрăш тĕрĕс пурăнма.
Манми ыр ĕç туни вăл - хăй тивлет,
Усаллăхра шăпа утти ăнман.
Çакăн пек философилле пĕтĕмлетÿ туни поэтăн пысăках мар сăввисенче ытларах курăнать. Тус-юлташсене, тăванĕсене, пĕр ял ентешĕсене, паллă çынсене халалланисем чылаях. Вĕсем вулама интереслĕ, асра юлакан, интереслентерекен сăнлăхсем йĕркесерен.
Юрату кĕввиллĕ сăввисем нумайăшĕ юрра хывăннă, паллă юрăçсем вĕсене репертуарĕсене кĕртеççĕ, радиопа, телекурăмпа çав хайлавсене шăрантарнине калаççĕ, кăтартаççĕ. Çавăн пек пултаруллă сăвăç-композитор пурришĕн Вăрмарсен, паллах, савăнмалла та, мăнаçланмалла та.
Поэтăн пултарулăх çÿпçинче татах хайлавсем, çав шутра вырăсла çырнисем те, тÿпемипех. Эппин, вулаканăн вĕсене те алла илсе тишкерме майĕ килĕ-ха. Ку вара, халĕрех пичетленсе тухни, авторшăн та, тăван литературăна юратакансемшĕн те хаклă парне пулчĕ.