Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсем хисепре ялан

Ваттисен кунне районта анлăн паллă турĕç. Ватăсене хисеплесе халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем те вĕсене уяв ячĕпе саламларĕç, парнесем парса чысларĕç.

Пирĕн центрта 180 ватă тата сусăрланнă çынсене килте социаллă ĕçченсем пулăшса тăраççĕ, 28 ватă Арапуçĕнчи вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра канлĕх, кил ăшши тупнă, 751 çынна васкавлă социаллă пулăшу панă. Вăрмар районĕнчи тĕрлĕ организацисемпе учрежденисем, уйрăм предпринимательсем те çак праçникрен айккинче тăрса юлмарĕç. Вĕсем пирĕн центрпа тачă çыхăну тытаççĕ, пулăшу параççĕ. Вĕсене асăнса хăварас килет: «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Вăрмарти комбинат» МУП, «Светлана», «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă обществăсем, Э.Иванова, В.Енькова, Г.Семенова, Г.Голубев, С.Илларионов, И.Иванова, И.Грачева, Ю.Дмитриев, В.Баранова, Г.Данилова, Т.Иванова, И.Михайлова, С.Иванова уйрăм предпринимательсем.



"Урмарская районная газета"
16 октября 2013
18:23
Поделиться