Уй-хир пушансан кĕлетри пÿлме тулать
Тăварлă тарпа пиçĕхсе тыр-пул, пахча çимĕç, хăмла çитĕнтерекенсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунĕнче чыслаççĕ. Праçнике ял хуçалăх ĕçĕсене вĕçленĕ май уявлаççĕ. Уява пирĕн районта октябрĕн 25-мĕшĕнче ирттерчĕç.
Ирхине ирех поселок çийĕн хаваслă кĕвĕ çемми янăрарĕ. Районти культурăпа кану çуртне уяв ячĕпе илемлетнĕ, фойере ятарласа выставка йĕркеленĕ. Райпон обществăлла апатлану системин ĕçченĕсем районта туса илнĕ ял хуçалăх культурисенчен пĕçернĕ апат-çимĕç продукчĕсене халăха туянма сĕнчĕç. Чулкас, Аслă Чак, Энтрияль ял тăрăхĕсенчи культура тата районти библиотека ĕçченĕсем хăйсен ал ĕçĕсемпе çынсене савăнтарчĕç. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çитĕнтерекен çĕр улми, купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр сорчĕсемпе те интересленсе паллашрĕç. Çак кун Тикашри «С.Г. Грачев» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх фермине уçрĕç.
Кăнтăрла çитеспе уяв районти Культурăпа кану çуртне куçрĕ.Çулталăк тăршшĕпе ывăнма пĕлмесĕр тухăçлă ĕçленисене саламлама Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, «Россельхозбанк» АУОн Чăваш регионĕнчи филиалăн директорĕн заместителĕ Н.Федотов, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ уйрăмĕн управляющин заместителĕ О.Зверева, Росгосстрах тулли мар яваплă обществăн пай начальникĕ Е.Эверскова, «Альфа-Агро» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Д.Ярынкин, «Акконд-Агро» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов çитнĕ.
Малтанах 2013 çулхи ĕç итогĕсемпе райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, пур категориллĕ хуçалăхсенче15527 гектар çинчен 29,3 пин тонна тĕш тырă вырса илнĕ. Хăмлана 24 гектар çинче çитĕнтернĕ, вăтамран пĕр гектартан 16,8 центнер пухса илнĕ. Çĕр улмине 2720 гектар лартнă, 43,6 пин тонна пуçтарса илнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнÿсемсĕр мар. Иртнĕ 9 уйăхра пур категориллĕ хуçалăхсенче 2341 тонна аш-какай туса илнĕ, çакă пĕлтĕрхипе танлаштарсан 0,8 процент ытларах. Çăмарта туса илесси те пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан чылай ÿснĕ. Кăçал 6 млн та 285 пин штук çăмарта илнĕ.
Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма ытлă-çитлĕ апат хатĕрленĕ. Паянхи куна илсен 5 пин гектар ытларах çĕр çинче кĕрхи çĕртме ĕçĕсем туса ирттернĕ. Ку ĕç çĕнĕ техникăсăр малалла кайманни пурне те паллă. Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене ку енĕпе патшалăх та питĕ пысăк пулăшу парать. 2013 çулта 23 млн та 185 пин тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă.
Ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансене федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе те сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ, уйрăмах çамрăк специалистсене пулăшас енĕпе. «Районта çитĕнÿсем чылай пулин те ĕçлемеллисем татах та нумай. Кунран-кун малалла каясси хамăртан та нумай килет. Пирĕн пĕрле алла-аллăн тытăнса вăй хумалла», - терĕ Дмитрий Геннадьевич.
«Ĕçне кура - хисепĕ», - тенĕ мĕн авалтан. Çапла пулмасăр, чунтан тăрăшса вăй хунă хыççăн хавхалантарсан, ĕçлеме татах кăмăллăрах. Ĕçре уйрăмах палăрнисене ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, çавăн пекех район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе Дипломĕсене, Тав çырăвĕсене пачĕç. «Единая Россия» партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ те мала тухнисене саламламасăр хăвармарĕ. «Ылтăн кĕркунне» ятпа иртнĕ Мускаври Пĕтĕм Раççейри куравран та пирĕн ентешсем - «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» - наградăсăр таврăнман. Вĕсене РФ Ял хуçалăх министерствипе Мускав хула правительствин Дипломне пачĕç. Çак çитĕнÿсем ял хуçалăх ĕçченĕсем тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулман. Алла фуфайка çанни ăшне пытарса тăракансем килмен кунта, чăн-чăн паттăрсем пуçтарăннă тесен те тĕрĕсех пулĕ.
Хаваслă концерт уява малалла тăсрĕ.