Халăха пĕрлештерекен уяв
Кăçалхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа «Пĕрлĕхре - пирĕн вăй!» ятпа уяв иртрĕ. Унта Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен представителĕсем хутшăннă.
Уява Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А.Тихонов уçрĕ, пурне те Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе саламларĕ, çак уяв пĕтĕм халăха пĕрлештерсе тăракан уяв пулнине, вăл Раççей аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ Раççейре чи çамрăк уявсенчен пĕри пулнине каларĕ. «Унпа пĕрлех эпир çак кун Раççей историне, пирĕн мăн асаттесен паттăрлăхне аса илетпĕр. Вĕсем Тăван çĕршывшăн ырă та паттăрла ĕçсем туни пирĕншĕн ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Пирĕн Тăван çĕршывшăн, унăн пуласлăхĕшĕн пур вăй-хăватпа тăрăшмалла. Пурте пĕрле кар тăрсан район, çĕршыв экономики тĕрекленсе, аталанса пырĕ», - терĕ М.Пуклаков хăйĕн саламлă сăмахĕнче. Унтан Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов çак уявăн историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Раççей историйĕнче 1612 çулхи пулăмсем ĕмĕрех асра юлнине палăртрĕ Юрий Васильевич. XVI ĕмĕр вĕçĕнче, XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче Руçре пăлхаварлă вăхăт пулнă. Мускав çĕршывĕн пĕрлĕхне упраса хăварас, интервентсене çĕршывран хăваласа кăларса ярас енĕпе ополчени отрячĕсем хатĕрленĕ. 1611-1612 çулсенче Пожарскипе Минин йĕркеленĕ похода (кунта пур национальноçсемпе конфессисем кĕнĕ) Турамăшĕн Хусан Турăшне илсе çула тухнă. Çак Турăшпах вĕсем ноябрĕн 4-мĕшĕнче Мускав Кремльне çĕнтерÿçĕсем пулса кĕнĕ.
«Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ - Раççейри пур халăха пĕрлештерекен уяв. Вăл пĕр шухăшлăха, çирĕп туслăха палăртать. Республикăра 128 наци çынни тата 8 халăх ушкăнĕ туслăн та килĕштерсе пурăнаççĕ. Патшалăх политики вĕсен сайра тĕл пулакан тата хăйне евĕрлĕ культурине, чĕлхипе йăли-йĕркине сыхласа упрама, çирĕплетме тата малалла аталантарма майсем туса парас тĕллев тытать», - терĕ Ю.Соколов хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май.
Халăх пĕрлĕхĕн уяв кунĕнче ял тăрăхĕсенчи библиотекăсенче Тăван çĕршыв историйĕпе çыхăннă кĕнеке куравĕсем йĕркеленĕ, уява халалласа викторинăсем, калаçусем иртнĕ. Çак кун районти Культурăпа кану центрĕнче художествăлла пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ пулнă. Уяв пурин чунĕсенче ырăлăх, савăк кăмăл çуратрĕ.