Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Амăшĕн капиталĕ – йышăну тума ан васкăр

Амăшĕн капиталĕ – йышăну тума ан васкăр

Иккĕмĕш, виççĕмĕш е ун хыççăн çуралакан ачасемшĕн (усрава илнĕшĕн) Раççейре пурăнакан çемьесен 2007 çултанах амăшĕн капиталне илме ирĕк пур. Çак вăхăтранпа ачаллă çемьесене патшалăх кÿрекен пулăшăва пурте хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ. Анчах та амăшĕн капиталне 2016 çул вĕçĕнчен пама пăрахни чылайăшĕн умне ыйтусем кăларса тăратать: Мĕне пĕлтерет-ха çакă? Мĕн пулать-ха малашне? Паян эпир çак ыйтусене РФ Чăваш Республикинчи Пенси фончĕн Уйрăмне ертсе пыракан Р.Кондратьевăна уçăмлатса пама ыйтрăмăр.

- Роза Алексеевна, амăшĕн капиталĕ тавра йĕркеленнĕ паянхи лару-тăрăва ăнлантарса парăр тархасшăн.

- «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисем çинчен» Федераллă саккунра палăртнă тăрăх, иккĕмĕш, ун хыççăнхи ачасем çуратнăшăн е усрава илнĕшĕн амăшĕн капиталне илмелли ирĕк 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăйра. Çав вăхăтрах амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тата унпа усă курма кирек хăш вăхăтра та пулать, кунта нимĕнле вăхăт чикки те çук. Тĕслĕхрен, амăшĕ иккĕмĕш ачине 2016 çулхи декабрь уйăхĕнче çуратать пулсан, сертификат илессишĕн васкамасан та юрать. Ăна илмелли ирĕкĕ унăн ахалех пур. Сертификатне вăл пĕр чăрмавсăрах 2017 е 2018 çулта та илме пултарать, ниçта та васкамалла мар.

Халĕ тепĕр тĕслĕх илер. Хальлĕхе амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ çемьен малтанласа пурăнмалли условисене лайăхлатмалла мар, пĕчĕк ачисене вĕрентме пысăк укçа тенкĕ тăкакламалла мар. Вăхăт иртсессĕн вара, калăпăр, 2020 çулта çаксене пурнăçа кĕртмелле килсе тухать. Çавăн чухне вара тин амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли условисене лайăхлатассишĕн заявлени çырмалла. Çавăнпа та кашни çемьен сертификатпа еплерех усă курмалли пирки васкамасăр, тĕплĕн шухăшласа йышăну тумалла. Шел пулин те, хăшĕ-пĕрисем çынсене сертификатпа 2016 çул вĕçлениччен часрах усă курмалла тесе йăнăш ĕнентереççĕ, хăвăртрах çурт илсе юлма хистеççĕ.

- Роза Алексеевна, апла пулсан 2016 çулта çуралса ĕлкĕрнĕ ачасемпе ăнланмалла. 2017 çулта çуралнă ачасемшĕн вара амăшĕн капиталне илме ирĕк пулмĕ-и?

- Ку ыйтăва вара мана мар, саккун хатĕрлесе йышăнакансене памалла. Паллах, амăшĕн капиталĕ çинчен калакан саккун питĕ пĕлтерĕшлĕ килсе тухрĕ. 2007 çултанпа Чăваш Республикинче амăшĕн капиталĕн сертификатне 47 пин ытла çемье тивĕçрĕ. Çак вăхăтра унăн сумми 250 пин тенкĕрен 409 пине яхăн çитрĕ. Пирĕн республикăра çемьесен çурри ытла пайĕ капиталпа - 8,4 млрд тенкĕлĕх - усă курнă. Çавна май ача çураласлăхĕ те ÿсрĕ. Иртнĕ çул Чăваш Енре 17,5 пин ача çуралнă, ку вăл 2007 çулхипе танлаштарсан 18 процент ытларах, çемьери иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасен йышĕ 45 процентран 56 процента çитрĕ. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, çемьесемшĕн çак патшалăх пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе амăшĕн капиталĕ çинчен калакан саккуна малалла тăсасса шанас килет.

- Ытларах чухне çемьесем амăшĕн капиталĕпе хăш тĕллевпе усă кураççĕ?

- Нумай çемье пурăнмалли условисене лайăхлатать, 25 пин ытла çемье 8,3 млрд. тенкĕлĕх усă курнă. Тĕпрен илсен, пурăнмалли çурт-йĕр туянма илнĕ кредитсене тÿлесе татма. Çемьесем çавăн пекех амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕр туянаççĕ, пурăнмалли çурт-йĕр строительствине пая кĕреççĕ, пурăнмалли уйрăм çуртсене реконструкцилеççĕ, çурт-йĕр туянма тата хăпартма илнĕ кредитăн малтанхи взносне тÿлеме пулать.

Кăçал çурт-йĕр туянма тата хăпартма илнĕ кредитсемпе займсене тÿлесе татас тĕллевпе амăшĕн капиталĕпе усă курассине саккун тĕлĕшĕнчен хытарнă. Халĕ вĕсене банксем, потребитель кооперативĕсем, микрофинанс организацийĕсем пама пултараççĕ. Заема укçан памаççĕ, заемщикăн банкри счечĕ çине куçарса параççĕ. Çак улшăнусене амăшĕн капиталĕпе саккуна пăсса усă курассине хирĕç йышăннă.

- Çемьесенче амăшĕн капиталне ачасене вĕрентесси çине ярасси анлă сарăлнă-и?

- Пирĕн республикăра аслă ачисене аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, колледжсенче вĕрентме, ача садне çÿретнĕшĕн тÿлеме 700 ытла çемье амăшĕн капиталĕпе 22 млн тенкĕлĕх усă курнă. Амăшĕн капиталĕ шучĕпе çемьери хуть те хăш ачине те Раççейри кирек-хăш вĕрентÿ учрежденийĕнче те вĕрентме пулать (çав вăхăтрах ачан 25 çултан аслăрах пулмалла мар). Çавăн пекех вĕреннĕ хушăра общежитире пурăннăшăн та тÿлеме пулать. Вĕрентÿ курсĕсенче, тĕслĕхрен, ют чĕлхе курсĕсенче, вĕреннĕшĕн те тÿлеме пулать. Çакăн валли патшалăх аккредитацине илнĕ вĕрентÿ заведенийĕпе килĕшÿ тумалла.

2011 çултан пуçласа амăшĕн капиталне ачана муниципаллă е уйрăм çын йĕркеленĕ ача садне çÿретнĕшĕн тÿлеме пулать. Пирĕн республикăра 133 çемье çак майпа активлă усă курать, амăшĕн капиталĕнчен 1 млн ытла тенкĕ ача сачĕсене куçарса панă.

- Роза Алексеевна, амăшĕн капиталне ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне яма заявленисем пур-и?

- Пĕтĕмĕшле çĕршывĕпе çакăн йышши заявленисем 2 пин ытла, Чăваш Енре вара хальлĕхе çук. Амăшĕн капиталĕпе усă курнă, анчах та пысăках мар сумма тăрса юлнă пулсан амăшне пенси шутласа панă чухне çак юлнă укçа-тенкĕне пенсин пухăнса пыракан пайне кĕртсе хăвараççĕ, тÿлесе пыраççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Е.ИЛЬИНА



"Урмарская районная газета"
12 ноября 2013
08:46
Поделиться