Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Ик ураллă» транспорт ан уралантăр

«Ик ураллă» транспорт ан уралантăр

Кашни çулах çĕршывра та, республикăра та, районта та автомашинăсемпе çÿрекенсен йышĕ ÿссех пырать. Тĕлĕнмелле те, çав хушăрах велосипедсене вăрлассин йышĕ те ÿсет. 2013 çулхи çак тапхăр тĕлне район территорийĕнче 5 велосипед вăрланă тĕслĕхе регистрациленĕ.

Ача чухне кам-ха велосипед çинчен ĕмĕтленмест - малтан виçĕ урапалли, кайран - икĕ урапалли. Ачисене савăнтарас тесе чылай ашшĕ-амăшĕ вĕсем валли хаклă йышшисем илсе пама тăрăшать. Çакă - пĕрремĕш йăнăш, мĕншĕн тесен вăрлас текен шухăшлисем йÿнĕрех тăраканнисем çине мар - хаклисем çине пăхаççĕ. Велосипед темле хаклă пулсан та ăна упрасси пирки çынсем пысăк тимлĕх уйăрмаççĕ - çăрапа питĕрмесĕрех урама тăратса хăварма пултараççĕ. Çакăнпа ырă шухăшлă мар çынсем чылай чухне усă кураççĕ те. Вăрăсен тĕп тĕллевĕ мĕнре-ха; Çамрăк ачасем хăйсен хушшинче тĕрлĕ хăвăртлăхлă велосипедпа мухтанасшăн, теприсем - аслăраххисем - унăн хакĕпе мăнаçланасшăн. Çакăнпа усă кураççĕ те ĕнтĕ вăрăсем. Çак транспорт хатĕрĕсен хуçисене каламалли нумай пулсан та вĕсене пурнăçлама питĕ çăмăл: нумай хутлă çуртра пурăнатăр пулсан, ăна подъезда, ялта - картишне е пĕр-пĕр хуралтăна кĕртсе лартăр. Велосипед илнĕ чухне панă документсене тĕплĕ упрăр. Документсем ал айĕнче пулмасан рама çинчи номере фотоаппарат çине ÿкерсе илĕр, «хурçă лашан» уйрăм паллисене ас туса юлни те пĕлтерĕшлĕ. Обществăлла учрежденисене кĕнĕ чухне çак транспорт хатĕрне видеокурав камерисен çывăхĕнче хăварма тăрăшмалла. Вăрăсене çакăн пирки аса илтерес килет - сирĕн çакăншăн РФ Уголовнăй кодексĕпе килĕшÿллĕн явап тытма лекĕ. Инкек тÿснĕ хуçисене тепĕр тĕплĕ сĕнÿ - вăрăсемпе хăйне евĕр суд тума юрамасть. Куншăн та саккун умĕнче явап тытма лекĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Ю.МИХЕЕВ



"Урмарская районная газета"
16 ноября 2013
08:31
Поделиться