Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Усăллă иртрĕ

Вăрмарти Культурăпа кану çуртĕнче Шупашкарти аслă вĕренÿ заведенийĕсен преподавателĕсемпе Вăрмар районĕнчи аслă классенче вĕренекенсен тĕл пулăвĕ иртнĕ.

Мероприяти пуçланас умĕн Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕсем «Паянхипе пурăн - малашнехи çинчен шухăшла» ятпа йĕркеленĕ кĕнеке куравне презентациленĕ. Пулас студентсем валли куравра Чăвашри, Раççейри аслă вĕрентÿ заведенийĕсем çинчен калакан информацие кăна мар, тĕрлĕ профессисен уйрăмлăхĕсене - строительсемпе программистсем таранчченех - уçса палăртакан буклетсене те тăратнă.

Мероприятие райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уçрĕ, кунта пухăннисене хăш профессие суйласа илсе хăш вĕрентÿ заведенийĕнче вĕренмеллине тĕплĕн шухăшламаллине каларĕ. Ун хыççăн пулас студентсем умĕнче вĕрентÿ заведенийĕсен преподавателĕсем тухса калаçрĕç, видеофильмсем кăтартрĕç. Шкул ачисем вĕренме кĕмелли условисемпе, интереслентерекен профессисемпе паллашрĕç. Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕренекенсем хăйсен художествăлла номерĕсемпе савăнтарчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.



"Урмарская районная газета"
16 ноября 2013
08:33
Поделиться