Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Бокс енĕпе тупăшу

«Вăрмар районĕ паллă спортсменсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. СССР тата Раççей спорт мастерĕсем кăна 50 çын ытла. Вĕсенчен пĕри – бокс енĕпе СССР виçĕ хут чемпионĕ, Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ Валериан Соколов. Пирĕн ентеш 22-ре чухне 1968 çулта Мехикăра Олимп «ылтăнне» çĕнсе илнĕ. Унтанпа чылай çул иртнĕ пулин те, Вăрмарсем ентешĕн рингри паттăрлăхне манмаççĕ. Хальхи ăру аслисен тĕслĕхĕпе хавхаланса бокс енĕпе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса çĕнĕ çĕнтерÿсемпе савăнтараççĕ. Малашне те çаплах пултăрччĕ», – терĕ Вăрмар район администраци пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Ю.Соколов А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕнче бокс уйрăмне уçнине халалланă турнира уçнă май. Спортăн çак енĕпе ăмăртусем малтан та иртнĕ-ха, халĕ вăл çĕнĕ хăватпа чĕрĕлсе малалла аталанать. Куншăн Г.Николаев тренер питĕ тăрăшать. Хăй тавра пултаруллă çамрăксене пуçтарать, бокс енĕпе тупăшу вăрттăнлăхĕсене ăнлантарать. Вăл нумай спортсмена ăмăртусене хатĕрленĕ.

Хальхи ăмăртăва Вăрмар поселокĕнчи, Шупашкарпа Çĕрпÿ хулисенчи, Вăрнар поселокĕнчи, Красноармейски ялĕнчи спортсменсем хутшăнчĕç. Тупăшусем çивĕч те хĕрÿ иртрĕç, кашниех çĕнтерме тăрăшрĕ.

Боксерсене Чăваш Республикин спорт, туризм тата физкультура министрĕн çумĕ С.Шелтуков, Тĕнче класлă спорт мастерĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Чăваш Республикин, Раççей, Европа чемпионĕ, Тĕнче Кубокне çĕнсе илнĕ паллă боксер, бокс федерацийĕн Чăваш Енри президенчĕ В.Лаптев тата ытти сумлă хăнасем хавхалантарчĕç.

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Акконд» АУО генеральнăй директорĕ В.Иванов спорт шкулне 6 мăшăр бокс перчетки парнелени пурне те савăнтарчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.



"Урмарская районная газета"
20 ноября 2013
16:05
Поделиться