Тĕллев - налук тÿлекенсене пулăшасси
Федераллă налук службисем хăйсен профессиллĕ уявне - РФ Налук ĕçченĕн кунне паллă тума хатĕрленнĕ май хăйсен ĕçне пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх планĕсене палăртаççĕ. Вĕсемпе вулакансене тĕплĕнрех паллаштарма федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7-мĕш номерлĕ инспекцийĕн пуçлăхĕнчен, РФ патшалăх граждан службин 1 класлă советникĕнчен А.Кузнецовран ыйтрăмăр.
- Анатолий Николаевич, иртнĕ тапхăрăн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май, налук инспекцийĕн коллективĕ профессиллĕ уява мĕнлерех кăтартусемпе кĕтсе илет?
– Хальхи вăхăтра республикăра налук органĕсем 2013 çулхи тăхăр уйăхра еплерех ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Вăрмар районĕнче çак тапхăрта бюджетăн пур шайне те налук органĕсем йĕркеленипе 88545 пин тенкĕ тÿлев мобилизациленĕ, ку 2012 çулпа танлаштарсан 121 процент. Чăваш Республикипе çак кăтарту 106 процента çитет.
Федераци бюджетне 9962 пин тенкĕ пухнă, ку 2012 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсемпе танлаштарсан 91,6 процент ытларах.
Республика бюджетне 26792 пин тенкĕ кĕнĕ, 2012 çулхипе пăхсан 30,3 процент ытларах.
Вырăнти бюджета налук тÿлевĕсемпе ÿстерме май килнĕ. 9 уйăхра вырăнти бюджета 51791 пин тенкĕ кĕнĕ, ку иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан 110,1 процент. Республикипе вырăнти бюджетсене налуксем кĕнин ÿсĕмĕ - 108,1 процент.
– Çапах та интереслĕ вĕт, мĕнле сăлтавсене пула налук тÿлекенсем йĕркене пăсаççĕ?
– Сăлтавĕсем тĕрлĕрен, анчах та организацин ертÿçи е аслă бухгалтерĕ, е уйрăм предприниматель хăйсен ĕçне лайăх пурнăçласа пырса общество умĕнчи тивĕçе те туяççĕ пулсан йĕркене пăсни тĕл пулмасть.
Налуксен тÿлевне епле те пулин чакарас, пĕчĕклетес тени ырри патне çитермест. «Вĕрене мĕн чухлĕ явсан та вĕçĕ пулатех» каларăшăн çивĕчлĕхĕ мăкалман-ха. Налук законодательствине пăсмалли схемăсемпе тĕслĕхсем Федераци налук службишĕн пĕтĕмпех паллă, вĕсем тăрăх арбитраж практики те йĕркеленнĕ. Акă вĕсем: «Пĕр кунлăх фирма» пуçарса хуçалăх ĕçĕсем ирттермесĕрех налук çăмăллăхĕсемпе усă курни, НДС тÿлевĕсене сăлтавсăрах кăларни, бизнеса «ваклани», ун пек тума юраман çĕртенех ятарлă налук хумалли йĕркепе усă курни тата ытти те.
Апла пулин те йĕркене пăхăнманнин тĕслĕхĕсем чылай-ха. Финанспа бухгалтери службисен профессионализм шайĕ пĕчĕккипе, тĕрлĕ консультантсем налук законодательствине тĕрĕс ăнлантарса парайманнипе йĕркене пăснин тĕслĕхĕсем нумай тĕл пулаççĕ.
– Налук тĕрĕслевĕсене еплерех ирттеретĕр?
– Налук тĕрĕслевĕсен ятарлă вăхăчĕсене палăртман. Налук органĕсем тĕрĕслев мероприятисем йĕркеленĕ чух тÿлевсемпе йĕркеллĕ татăлса пыракансене, бюджет умĕнче парăм çуккисене пысăк тимлĕх уйăрмаççĕ, саккунсене уямасăр налук тÿлессинчен пăрăнакансене вара çирĕп тĕрĕслев кĕтет. Ун пек чухне айăплав та аякрах мар.
Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле тĕрĕслевсем ирттерместпĕр, ытларах налук тÿлесси енĕпе йĕркесĕрлĕхсем пур паллă йĕркепе ĕçлетпĕр.
Саккуна пăсас хăрушлăх критерийĕсене палăртнă, вĕсене Раççей ФНС сайтне вырнаçтарнă, çавăнпа налук тÿлекенсем хăйсене хăйсемех тĕрĕслесе тăма пултараççĕ.
30 ытла интерактивлă сервис тата официаллă информаци материалĕсем налук тÿлекенсене пысăк пулăшу кÿреççĕ, тĕрлĕ ыйтусене хăвăрт та тĕрĕс татса пама май параççĕ. Çавăнпа çак сайта кĕрсе паллашакансем нумай.
– Налук тÿлекенсем Федараллă налук службин сайтне час-час кĕреççĕ-и?
– Кăçалхи çул граждансем «Налук тÿлекен уйрăм çын пÿлĕмĕ» интернет-сервиса час-часах кĕчĕç. Вăрмар районĕнче 306 çын çак пулăшупа усă курчĕç. Асăннă сервис налук тÿлекене куçакан тата куçман пурлăхшăн налук тÿлессипе çыхăннă пур ыйтăва та татса пама май парать тата налук инспекцине килмесĕрех налук тÿлеме пулать. «Хăвăн парăмна пĕл» ятлă интерактивлă сервиспа интересленеççĕ.
Налук служби налук тÿлекенсемпе нумай енĕпе тÿрремĕн курнăçмасăрах хутшăнмалли мелсем шырать. Инспекцисенче ытти çулсенчи пек черетсем çук, мĕншĕн тесен юридици сăпатлă тата уйрăм предпринимательсенчен 95 проценчĕ налук тата бухгалтери отчечĕсене телекоммуникаци каналĕсен çыхăнăвĕ урлă электронлă мелпе тăратаççĕ.
Налук тÿлекенсем налук тÿлевĕсем пирки справкăсем, актсем, бюджет енĕпе расчетсем тунисем, декларацисем ыйтса илме пултараççĕ.
– Тĕрĕслевпе касса техникипе усă курнине тĕрĕслессин вăхăтне юридици сăпатлă тата уйрăм предпринимательсен прависене хÿтĕлекен саккунпа чикĕлесе палăртни-и?
– Тĕрĕслевпе касса техникине усă курнине тĕрĕсленĕ май тÿлеве укçа-тенкĕпе татăлнă чух юридици сăпатлă тата уйрăм предпринимательсен прависене хÿтĕлекен саккунăн йĕркисем вăйра тăмаççĕ.
– Ноябрь пуçламăшĕнче уйрăм çынсен пурлăх налукне тÿлемелли вăхăт çитрĕ. Граждансем налуксене вăхăтра тÿлеççĕ-и?
– Паянхи кун тĕлне Вăрмар районĕнче уйрăм çынсем пурлăх налукне палăртнинчен 79,8 процент, çĕр налукне 73 процент ытларах, транспорт налукне 80 процента яхăн тÿленĕ.
Тÿлемен налуксем пирки малтан тÿлев требованийĕсем парăпăр, кайран суд приставĕсем урлă шыраса илĕпĕр. Çавăнпа налук тÿлеме ĕлкĕрейменнисене çывăх вăхăтра парăмсенчен татăлма ыйтатпăр.
Çитес çулхи апрельте 3000 тенкĕрен ытларах парăмшăн суд приказне парĕç. 3000 тенкĕрен сахалрах парăмшăн чи малтан ыйтнинчен шутласа виçĕ çул иртсен параççĕ. Çавăнпа парăм нумай пулмасан ăна вăхăтра тÿлесе татмалла, унсăрăн пенисĕр пуçне патшалăх пошлинине 200 тенкĕ тата ĕç пуçарнин тăкакне 500 тенкĕ тÿлемелле пулать.
– Сирĕн инспекци спортри çитĕнÿсемпе, уйрăмах волейболла выляссипе паллă. Волейболсăр пуçне инспекторсем пушă вăхăта еплерех ирттереççĕ?
– Çапла, эрнере икĕ хутчен волейбол енĕпе тренировкăсем ирттеретпĕр. Çавăнпа ĕнтĕ Республикăри налук пухакан инспекци федераллă Атăлçи округĕнче ирттернĕ ăмăртура иккĕмĕш çул виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Федераци налук служби çулленех налук ĕçченĕсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА калаcнa.