Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Анне пурри чăн-чăн телей

Кĕтеснерти Культура çуртĕнчи библиотекăра Амăшĕн кунне паллă турĕç. Уява хатĕрлесе ертсе пыраканĕ библиотека пуçлăхĕ С.Скворцова пулчĕ.

Савăнăçлă каç аннесене Культура çурчĕн директорĕ А.Скворцов саламланипе уçăлчĕ. Хĕрарăмсене çавăн пекех ялти ветерансен Совечĕн председателĕ А.Иванов тата С.Викторов ăшă сăмахсем каларĕç. Светлана Валериевна пухăннисене Амăшĕ кунĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Каланă чухне хăй малтанах илемлетсе хатĕрленĕ слайдсемпе усă курчĕ. Слайдсем çинче амăшĕсенчен нумайăшĕ хăйсене тата хăйĕсен çемйине курса савăнчĕ.

Уявра амăшĕсем те туха-туха калаçрĕç. Вĕсем те хăйсен амăшĕсене ырă, ăшă сăмахсемпе аса илчĕç. Акă Г.Викторован амăшĕ сакăрвуннăран иртнĕ пулсан та лайăхах çÿрет-ха. Амăшĕ ăна паян та, ача чухнехи пекех пăхать, юратать. Çакăн çинчен каланă чух Галина Васильевнан куçĕсем те шывланчĕç. А.Андреева, Н.Иванова тата ыттисем те чуна витмелле каласа пачĕç хăйсен амăшĕсем çинчен. А.Палайтиене амăшĕнчен вуннăра тăрса юлнă. «Анне пурри çав тери хаклă», - тесе вĕçлерĕ вăл хăйĕн чĕререн тухакан сăмахне.

Вырăнти поэтсем аннесене халалланă сăввисене вуласа пачĕç. Уяв аннесем çинчен çырнă чăвашла, вырăсла юрăсем юрланипе вĕçленнĕ. Пухăннисем пурте Культура çуртĕнче ĕçлекенсене, уйрăмах библиотека пуçлăхне, Светлана Валериевнăна, тав турĕç.

Уяв каçĕ хыççăн статья авторĕн çакăн пек шухăшсем çуралчĕç. Эпир, чăвашсем, сăмахсăрах юрататпăр. Уявра тухса калакансенчен нумайăшĕ амăшĕ ăшă сăмахсем каланине, ыталанине, чуп тунине ас тумасть. Хăйсем те амăшĕсене ытлашши ыталаман, чуп туман. Анчах та çакă эпир аннесене, пирĕн аннесем ачисене сахалтарах юратнине пĕлтермест. Эпир пĕр-пĕрне куçран ăшшăн пăхса, ăшă кăмăлпа калаçса юрататпăр. Тен, эпир атте-аннесене ытти халăхсенчен ытларах та хисеплетпĕр, юрататпăр пулĕ. Ахальтен мар-çке аннесем çинчен сăвăсем, юрăсем çырма, унтан та ытларах çав юрăсене итлеме кăмăллатпăр.

Амăшĕн кунне ялти ача садĕнче те сумлăн паллă турĕç. Ачасем амăшĕсем умĕнче сăвăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ИВАНОВ.

 



"Урмарская районная газета"
30 ноября 2013
08:29
Поделиться