Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Асăрхануллă пул

Чăваш Республикин граждансен хÿтлĕхĕпе чрезвычайлă лару-тăрусене сирсе яракан патшалăх комитечĕ хĕллехи вăхăт çитнĕ май, пĕвесенче, кÿлĕсенче, юхан шывсенче, вĕсем пăрпа витĕннĕ май, асăрхануллă пулмаллине систерет. Тем тĕрлĕ лару-тăру та пулса иртме пултарать çав вăхăтра, анчах тĕп правилăсене пурин те асра тытмалла: инкеке лекнине ăшă çĕре йăтса кĕрĕр, шăнса кÿтнĕ вырăнсене темиçе хут çемçе япалапа чĕркĕр. Кÿтнĕ вырăнсем хăвăртрах ăшăнса çитчĕр тесе тăрăшмалла мар, ăшă шалтан, юн чупма пуçланă май килме пуçламалла. Инкеке лекнине ăшă утиялпа чĕркемелле, типĕ тум-тир тăхăнтармалла.

Чи малтанах «Васкавлă пулăшу» чĕнсе илĕр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

 



"Урмарская районная газета"
30 ноября 2013
08:33
Поделиться