Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Миграци служби пĕлтерет

РФ миграци служби 2013-2014 çулсенче чикансен социаллă пурнăçĕпе этнокультурине аталантармалли Программăпа килĕшÿллĕн туса ирттермелли ĕçсен планне йĕркеленĕ. Ун тăрăх чи малтанах вĕсем Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулни çинчен çирĕплетекен документсене хатĕрлеме палăртнă.

Çак мероприятие пурнăçланă вăхăтра Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне хатĕрлеме пуçланă чухне хăш-пĕр чикан наци çыннисем хăйсем кам пулнине çирĕплетекен документ (паспорт) çуккине палăртнă. Çакна шута илсе асăннă наци çыннисене Раççейри миграци службин Çĕрпÿри муниципалитетсем хушшинчи е Вăрмарти территори пунктне пыма ыйтаççĕ.

Çакăн валли мĕнле документсем кирлине те çакăнтах ăнлантарса парĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ЯКОВЛЕВА, территори пункчeн начальникe.

 



"Урмарская районная газета"
30 ноября 2013
08:27
Поделиться