Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕн елка питĕ капăр

Пирĕн елка питĕ капăр

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Раштав елки ачасемшĕн чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри. Кăçал та вăл районти Культурăпа кану центрĕнче январĕн 7-мĕшĕнче иртрĕ.

Ку хутĕнче те çак паллă уява килнĕ тĕрлĕ çулсенчи ачасене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, телей, вĕренÿре çитĕнÿсем, савăнăç сунчĕç.

Чаплă лару-тăрура «Çулталăк символĕ» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Ун хыççăн уяв утренникĕ залра вырнаçтарнă капăр чăрăш тавра тăсăлчĕ.

Паллах ачасене саламлама Хĕл Мучипе Юр Пике те çитрĕç. Алла-аллăн тытăнса çаврăнса юрланă хыççăн кашни ача парнесемлĕ пулчĕ. Аслисемшĕн темех мар пуль те, анчах кĕçĕн çулхисемшĕн юмахри çак сăнарсенчен илнĕ парне тĕлĕнтермĕш евĕрлех пулчĕ. Тĕрлĕ юмахсенчи ытти сăнарсем те уява илем кÿчĕç.

Çавăн пекех Çĕнĕ çул умĕн декабрĕн 25-30-мĕшĕсенче Шупашкарти Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче ачасене Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă. Тăватă пысăк мероприятие республикăран 2500 ача хутшăннă, пирĕн районтан та вĕренÿ отличникĕсем, конкурс, олимпиада, спорт ăмăртăвĕнче çитĕнÿ тунă ачасем те пулнă. Пурте унтан ыр кăмăлпа, парнесемпе таврăннă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА

 



"Урмарская районная газета"
11 января 2014
16:19
Поделиться