Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Крещени шывĕ чи хăватли

Крещени шывĕ чи хăватли

Январĕн 19-мĕшĕнче Православи чиркĕвĕ чи пысăк уявсенчен пĕрне - Крещение паллă тăвать.

Çак кун Иордан шывĕнче Иисус Христоса - пире çăлакана - Иоанн шыва кĕртнĕ. Иоанн пурне те каланă: «Эпĕ сире шыва кĕртетĕп, акă манран хăватли килет, вăл сире Святой Сывлăшпа, вутпа тĕне кĕртĕ. Пур халăх та шыва кĕнĕ чух, Иисус шыва кĕнĕ хыççăн кĕлĕ тунă вăхăтра пĕлĕт уçăлнă та, ун çине Святой Сывлăш кăвакарчăн пек курăнса аннă. Пĕлĕт çинчен: «Эсĕ манăн савнă ывăлăм, манăн ирĕкĕм Сан çинче», - каланă тесе сасă илтĕннĕ (Лука 10, 21, 22). Крещени уявне çавăн пекех Турă курăнни тесе те палăртаççĕ. Иисус Христос шыва кĕнĕ чухне Турра кĕл тунă. Вăл пĕтĕм тĕнче çылăхĕ Иордан шывĕпе тасалтăр тесе Турра йăлăннă.

Пирĕншĕн, православи тĕнне йышăннă христиансемшĕн, çак уяв уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Çак кун пур православи чиркĕвĕсенче ятарласа кĕлĕсем иртеççĕ. Крещени кунĕнче чи пысăк пулăм вăл - шыва çветит туни. Чиркÿре священник çветит тунă шыв чи хăватли, чи сипли пулса тăрать. Крещени кунĕнче çветит тунă шыва мĕн чухлĕ ĕçес килет, çавăн чухлĕ ĕçме юрать. Ытти кунсенче вара ăна апат çиес умĕн кăна ĕçме юрать, мĕншĕн тесен вăл чи хăватлă та сăваплă таса шыв шутланать.

Турра ĕненекенсем чылайăшĕ çак кун çветит тунă вырăнсенче шыва кĕреççĕ. Шыва кĕнĕ чухне Турра пĕтĕм чунтан ĕненсе, сăх-сăхса, ятарласа кĕлĕ вуласа кĕмелле. Çакна ан манăр: Турра ĕненни кăна вăй-хăват парать. Çавăнпа та шыва кĕнĕ е çветит тунă шыва ĕçес умĕн: «Эй Турăçăм, эпĕ христиан тĕнне ĕненсе пурăнма тăрăшăп, унăн ырлăхне пар мана», - тесе каламалла.

Турра ĕненекен пур халăха та çывхарса килекен Крещени уявĕпе саламлатăп, ырăлăх, çутă малашлăх сунатăп. Сире пурне те январĕн 18-мĕшĕнче каçхине 10 сехет те 30 минутра Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн Крещени уявĕ ячĕпе иртекен кĕлле чĕнетĕп.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Л.ЕРМОЛАЕВ, Мaнcырмари Тихвински Турамaш Турaшeн чиркeвeн протоиерейe.

 



"Урмарская районная газета"
18 января 2014
09:54
Поделиться