Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Вăрмар» район чысне хÿтĕленĕ

«Вăрмар» район чысне хÿтĕленĕ

Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчех футболла вылякан 40 çултан иртнĕ ветерансем хушшинче мини-футболла выляс енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ пуçланнăччĕ.

Çак чемпионатра Вăрмар район чысне «Вăрмар» команда хÿтĕленĕ. Команда капитанĕ - Афган вăрçине хутшăннă ветерансен организацийĕн районти председателĕ, «Аванпром» тулли мар яваплă обществăн директорĕ О.Ильин, ытти футболистсем: А.Матвеев (Чупай), О.Иванов (Энĕшпуç), А.Краснов, А.Васильев, С.Галкин (Вăрмар поселокĕ), С.Дмитриев (Чулкас), Г.Романов (Кивĕ Вăрмар). Команда начальникĕ В.Петров. Шупашкарта Чăваш патшалăх университечĕн спорт залĕнче чепионат малалла тăсăлнă. Çивĕч ăмăртăва республикăри 11 команда хутшăннă. Пирĕн районти «Вăрмар» мини-футбол команди республикăри чемпионатра 2-мĕш вырăн йышăннă. Çакăн пек çитĕнÿ халиччен район историйĕнче пулман. 10 матч вăхăтĕнче Вăрмарсем 65 хут мечĕке тапса кĕртсе республика шайĕнче рекорд кăтартнă. Чемпионатра «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята «Вăрмар» командăри А.Краснов тивĕçнĕ. Вăл 22 хут мечĕке тапса кĕртсе республика шайĕнче пĕрремĕш пулнă. «Вăрмар» команда Шупашкартан Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министерствин Дипломĕпе, грамота-медальсемпе таврăннă.

Хальхи вăхăтра призерсем часах Тăвайĕнче иртекен ăмăртăва хутшăнма хатĕрленеççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА

 



"Урмарская районная газета"
01 февраля 2014
09:35
Поделиться