Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Иван Голубев - спорт мастерĕн кандидачĕ

Иван Голубев - спорт мастерĕн кандидачĕ

Вăрмар поселокĕнче пурăнакансенчен нумайăшĕ судьяра ĕçленĕ Андрей Вячеславович Голубева лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыракан пултаруллă спортсмен районта ирттерекен ăмăртусене час-часах хутшăнать, призлă вырăнсене çĕнсе илет. Унăн ывăлĕ Ваня та ашшĕ çулĕпех кайнă. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенскер шывра ишессине уйрăмах кăмăллать. 2009 çулта Вăрмар поселокĕнче «Илем» физкультурăпа спорт комплексне уçни уншăн чăн-чăн савăнăç пулнă.

Шывра ишме вĕренмелли секцие чи малтан çырăнать. И.Алешин тренер вĕрентнипе хăйĕн спортри ăсталăхне ÿстерсех пырать. Кÿкеç поселокĕнче пĕрремĕш хут ăмăртăва хутшăннине халĕ те ас тăвать. Шывра ишес енĕпе «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче ЧР Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту ирттернĕччĕ. 50 метрлă дистанцие çурăм çинче 33,72 çеккунтра ишсе тухать. Çĕмĕрлери «Олимп» физкультурăпа спорт комплексĕнче мала тухассишĕн ирттернĕ уçă чемпионатра хăйĕн кăтартăвне лайăхлатать. 400 метр çурăм çинче ишсе пĕрремĕш вырăн йышăнать. 200 тата 100 метрлă дистанцисене çурăм çинче, 50 метрлă дистанцие баттерфляй мелĕпе ишсе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илет. Брасс енĕпе 200 метра ишсе виççĕмĕш пулать. Çамрăк ишевçĕн 2012 çулхи кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Вăрмар поселокĕнчи «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче республикăри «Кăвак хум» фестивалĕн виççĕмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсем иртнĕ. 25 метрлă дистанцисенче çурăм çинче, брасс, баттерфляй енĕпе ишсе пуринче те çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илет.

Ун хыççăн Йошкар-Олара ирттернĕ «Çуркуннехи тумлам» Атăлçи тăрăхĕнчи матч тĕл пулăвĕнче, Улатăрта, Çĕмĕрлере, районта ирттернĕ тупăшусенче те хисеп пьедесталĕн чи çÿллĕ картлашки çине вăлах хăпарса тăнă.

Вăл Раççей шайĕнчи икĕ чемпионата хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Санкт-Петербургра ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри ачасен «Савăнăçлă дельфин» фестивальте лайăх результат кăтартнă. Ун хыççăн Улатăрта иртнĕ регионсем хушшинчи «Çĕнтерÿ çăлтăрĕсем» турнирта тата шывра ишессипе тĕнче класлă спорт мастерĕн А.Дмитриевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн Çĕрпÿре ирттернĕ уçă турнирта каллех çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта ирттернĕ республика чемпионатĕнче виçĕ кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

4 хут Олимп вăййисен чемпионĕн Александр Поповăн призĕсене çĕнсе илессишĕн Екатеринбургра ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура Иван Голубев пысăк çитĕнÿ тунă. Икĕ дистанцире ишсе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ

 



"Урмарская районная газета"
05 февраля 2014
13:32
Поделиться