Афганистан, эсĕ манăн чĕререх
Раççей салтакĕсене Афганистанран кăларнăранпа 25 çул çитрĕ. Анчах та çак тискер вăрçă ахрăмĕ унта службăра пулнă, тăшманпа куçа-куçăн хирĕç тăрса çапăçнă салтаксене паянхи кун та канăç памасть. 1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен тăсăлнă Афган вăрçине Чăваш Енрен 4,5 пин çамрăк хутшăннă, вĕсенчен 115-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.
Чупай ял тăрăхĕнчен çак вăрçа 11 çамрăк каччă хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - Александр Линга паттăрсен вилĕмĕпе ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйрăлнă. Çак ялтах пурăнакан Владимир Васильевич Дмитриев та Афган вăрçинче пулса паттăрлăх кăтартнă.
В.Дмитриев 1964 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Чупай ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. 4 ывăл та 2 хĕр çитĕннĕ ку çемьере. Шел пĕр хĕрĕ йывăр чирлесе çамрăклах çĕре кĕнĕ. Ашшĕ, В.Дмитриев, «Дружба» хуçалăхра конюхра ĕçленĕ. Амăшĕ, Мария Артемьевна, ялти культура çуртĕнче тирпейлÿçĕ пулса тăрăшнă. Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Владимирăн ашшĕ йывăр чирленине пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Пĕтĕм килти ĕç ытларах Владимир çине тиенет. Амăшĕ ĕçрен таврăниччен ачасем килти ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшнă. Владимир ялти вăтам шкул пĕтерсен, 1981 çулта Вăрмарти автошкула вĕренме каять. Унтан вĕренсе тухса водитель правине илсен унăн салтака кайма ят тухать. 1982 çулхи майăн 9-мĕшĕнче çар ретне тăрать. «Çур ял килнĕччĕ мана салтака ăсатма. Юлташсем те, тăвансем те чылайăн пулнă», - аса илет Владимир Васильевич. «Чăвашсем пурĕ 18 вагона вырнаçса Канаш хулинчен тухса Хусана çитрĕмĕр. Унтан ТУ-134 самолетпа тÿрремĕнех Ташкента вĕçрĕмĕр. Унтан Ашхабада илсе кайрĕç. Малтанласа вăрçа лекессе шутламан та эпир. Кунта 5 уйăх пирĕнпе вĕренÿ ирттернĕ хыççăн Кабула илсе кайрĕç. Эпĕ мотострелоксен 180-мĕш полкне лекрĕм. 1982 çулхи ноябрь уйăхĕнче эпир пĕрремĕш хут çапăçăва кĕтĕмĕр. Тĕрĕссипе каласан кĕтмен çĕртен пуçланчĕ вăл. Джелалабата кайнă чухне пирĕн çине сăрт тăвайккисенчен пеме тытăнчĕç. Пирĕн взводран çичĕ яш-кĕрĕм паттăрсен вилĕмĕпе ĕмĕрлехех куçĕсене хупрĕç ун чухне. Эпир пĕтĕм вăй-хала пухса «душмансене» хирĕç çапăçрăмăр. Хамăр каяс çула уçса пытăмăр», - терĕ çав хăрушă вăхăтсене аса илнĕ май В.Дмитриев. Пăхатăп та ун çине куçĕсенчен куççÿль юхать. «Питĕ йывăр çухату пулчĕ пирĕншĕн», - терĕ вăл ассăн сывласа.
Ун хыççăн татах та çапăçусем пĕрре кăна мар пулнă. Баграм çулĕ çинче «душмансем» тапăнсан В.Дмитриев хыçра пыракан юлташĕсене хÿтĕлесе душмансене хирĕç паттăррăн çапăçать, чылайăшне персе вĕлерет. Вĕсем «душмансен» боеприпасĕсене илсе чаçе таврăнаççĕ. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Владимир Васильевича «Хăюлăхшăн» медальпе наградăлаççĕ. Ăна взвод командирĕн заместителĕ пулма уйăраççĕ. Сержант званипе салтакран киле çитет. Киле чĕрĕ, сывă таврăнать салтак. Кунта та вăл ахаль лармасть, тăван «Дружба» хуçалăхра водитель пулса вăй хурать.
1986 çулта Патти хĕрĕпе Вера Николаевнăпа çемье чăмăртаççĕ. Вĕсем икĕ илемлĕ хĕр ÿссе çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. «Çемье çирĕплĕхĕ - пĕр-пĕрне хисепленинче», - теççĕ Верăпа Владимир Дмитриевсем. Çулсем иртеççĕ, кунсем шăваççĕ, анчах вăрçă ахрăмĕ Владимирăн чĕринче ĕмĕрлĕхех юлнă, вăл вара ăна куççÿльленмесĕр аса илеймест.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА