Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уяв иртрĕ

Чăннипех те чи кĕтнĕ савăк уява пухăнчĕç шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă çамрăксем. Кăçалхи уява тăван шкултан 25, 20, 10, 5 çул каялла вĕренсе тухнисем пуçтарăннă. Ку çулсем çавра çулсем шутланаççĕ. Тĕл пулăва ытти çулсенче вĕренсе тухнисем те килнĕ. Килнĕ хăнасене шкул директорĕ С.Антонов сăмах илсе саламларĕ. Кашни вĕренсе тухнă шкул çулĕсенчи çитĕнĕвĕсене уйрăммăн палăртса хăварчĕ вăл.

Шкултан вĕренсе тухса пурнăçăн анлă сукмакĕпе утакан тĕрлĕ профессиллĕ çамрăксем, кашни класс уйрăмшаррăн, хăйсене вĕрентнĕ учительсене тав турĕç, çирĕп сывлăхпа ĕçре ÿсĕмсем тума сунчĕç. Вĕренсе тухнисем хăйсен пĕрремĕш учителĕсемпе класс руководителĕсене парнесем парса чысларĕç, халĕ кунта вĕренекенсемпе учительсен коллективне те асăнмалăх, савăнмалăх тĕрлĕ парнесем пачĕç.

Ачасем те хăнасене хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç. 11 класра вĕренекен А.Алексеевпа Ю.Петрова кашни класăн тата вĕрентекенĕн сăн ÿкерчĕкĕсене экран çине кăларса иртсе кайнă вăхăта тепĕр хут аса илме пулăшрĕç. Юлташсемпе пуçтарăнса ачалăхри кашни саманта аса илни, калаçни вара пурин кăмăлне те хускатрĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: К.СИЛЕРОВА

 



"Урмарская районная газета"
22 февраля 2014
09:28
Поделиться