Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕнче шайĕнчи куравра

Тĕнче шайĕнчи куравра

Çĕр улмине ĕлĕкренех «иккĕмĕш çăкăр» вырăнне хурса хисепленĕ. Халĕ те вăл тĕп апат-çимĕçсенчен пĕри. Ăна нумай çĕршывра çитĕнтереççĕ.

«Иккĕмĕш çăкăра» хисеплесе пирĕн республикăра чылай çул ĕнтĕ курав ирттереççĕ. Акă, кăçалхи февралĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарти Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче регионсен тĕрлĕ отраслĕсем хушшинче улттăмĕш хут йĕркеленĕ «Çĕр улми-2014» курав ĕçленĕ. Раççейĕн 17 регионĕпе пĕрле уява Германи, АПШ, Голланди, Беларуç Республикин представителĕсем хутшăннă. Харпăр хăй пурăнакан çĕрте ăнăçлă çĕр улми туса илессишĕн тăрăшнине пĕлтерет те ĕнтĕ çакă. Пирĕн районтан райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем, ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракан предприятисен руководителĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăх пуçлăхĕсем те айккинче юлман. П.Крылов, В.Крылов, А.Ульянов, В.Кандаков, Г.Ямуков, И.Иванов, В.Ванюков, А.Игнатьев, С.Дмитриев, Г.Владимиров, В.Мучуков, В.Яковлев, С.Калягин, Н.Сидоров тата ыттисем те хаваспах хутшăнса ĕçтешĕсен ĕçри опычĕсемпе паллашнă.

Юлашки 16 çулта тĕнчере çĕр улми туса илесси çав тери нумай ÿснĕ. Ку енĕпе Раççей виççĕмĕш вырăн йышăнать.

Курава Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев уçнă. Тăрăшуллă çĕр ĕçченĕ ку чухнехи пысăк эффективлă агротехнологие пурнăçа кĕртсе продукци пахалăхне ÿстерме май пуррине палăртнă. Çавăн пекех вăл Раççей ял хуçалăх академийĕн А.Г.Лорх ячĕллĕ çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорне Е.Симакова курава кашни çулах хутшăнма май тупнишĕн тав тунă. Институт çĕр улми производствин технологине çĕнетсех пырса лайăх тухăç паракан эффективлă çĕнĕ сортсем кăларать. Е.Симаков çĕр улмине Раççейре епле çитĕнтерме тытăнни çинчен тата селекци енĕпе çине тăрсах ĕçлемелли, паха сортсем кăлармалли, тирпейлекен промышленноçа аталантармалли пирки тĕплĕн ăнлантарнă.

Конференц-залра «Çĕр улмин хальхи вăхăтри пĕлтерĕшĕ тата пуласлăхĕ» ятпа ăслăлăх-практика конференцийĕ иртнĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов республикăра çĕр улми туса илессин аталанăвĕпе паллаштарнă, ăна хальхи вăхăтра тухăçлă çитĕнтерме майсем пурри пирки хăш-пĕр тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă.

Залра курав экспозицийĕсемпе павильонсем ĕçленĕ. Çавăн пекех малта пыракан технологисене пурнăçа кĕртекенсем, ÿсен-тăрана чир-чĕрсемпе сăтăрçăсенчен хÿтĕлекен тавар туса кăларакансем, паха вăрлăх çитĕнтерекенсем хăйсен таварĕсемпе паллаштарнă, усăллă сĕнÿсем панă.

Курав программипе килĕшÿллĕн «Эпĕ çĕр улмине юрататăп» шкул ачисен ÿкерчĕкĕсемпе хăйсен аллисемпе ăсталанă япаласен конкурсĕ, çĕр улминчен пĕçернĕ тĕрлĕ тĕслĕ апат-çимĕçе тутанса пăхасси, çĕр улми вăрлăхне сутасси тата ытти те пулнă.

Пухăннисем ăсталăх класĕсенче тата «çавра сĕтелсенче» пĕр-пĕрин опычĕпе, çĕнĕлĕхсемпе паллашнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

 



"Урмарская районная газета"
26 февраля 2014
09:25
Поделиться