Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх

Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх

Районта выльăх-чĕрлĕх еплерех аталанса пырать-ха тесе пуçа шухăш пырса кĕрсен, тÿрех Тикаш ялĕнчи Ивановсене аса илетĕн. Çак çемье нумай çулсем ĕнтĕ ял хуçалăх енĕпе вăй хурать. Сухаланмасăр выртакан çĕрсене арендăна илсе пусă çаврăнăшне кĕртессипе те малтисен ретĕнче, выльăх-чĕрлĕхне те усраççĕ. Вĕсене тытма хăйсен вăйĕпе витесем те туса лартнă.

Фермăна пырса кĕрсен картиш тулли выльăх - чĕрлĕх тăрать пулин те - шăп. Урама уçăлма кăларнă ĕнесем хĕвел çинче тутлă шăршă килекен утта çăвар тулли кавлесе тăраççĕ. Ют çын пынине курсан кăштах шуйланса илчĕç пулин те, хăвăртах лăпланчĕç, мĕншĕн тесен хуçи - И.Иванов тухрĕ. «Пирĕн çинчен нимех те çырмалли çук, районти ытти çынсем пекех ĕçлетпĕр, ытларах хамăр вăйпа тăрăшатпăр. Акă, кăçал та хĕлĕпе тенĕ пекех А.Андреев, В.Федоров тата эпĕ ĕçлерĕмĕр. Скотник - ĕне е сурăх пăхакан, ферма заведующийĕ - пурте пĕрле, кам мĕн тума пултарать çавна ĕçлетпĕр. Ĕне сума анне те килсе пулăшать. Хĕллехи вăхăтра вăтамран пĕр ĕне пуçне 15-16 литр сĕт суса илнĕччĕ. Халĕ 13-14 литр сăватпăр. Ĕне ури айне шыв килсен сăвăм чакать текен ваттисен сăмахĕ чăна килчĕ пулас, çанталăк çуркунне енне сулăнсан сĕт сăвăмĕ кăштах чакрĕ. Симĕс курăк çине тухсан самаях ÿсес шанчăк пур-ха. Паянхи куна сăвакан 12 ĕне пур, пушмак пăрусем -16, 7 вăкăр, вĕсенчен иккĕшĕ - ăратлă йышшисем. Хамăр ялти тата юнашар çывăхрах ялсенчи çынсем те хăйсен ĕнисене «вылятма» кунти вăкăрсем патне килеççĕ. Пушмаксем те пĕчĕккĕн пăруласа пыраççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсемпе пĕрле сурăхсем те тытатпăр. Паянхи куна вĕсем пирĕн путеккисемпе пĕрле 23 пуç. Мĕн ĕçлени пурте хамăршăн, çавăнпа тăрăшатпăр», - тет Иван Николаевич хăйсем çинчен ытлах каласа пама юратманскер, эпĕ мĕн шухăшпа вĕсем патне килнине пĕлсен. Малашлăх планĕсем те пысăк вĕсен - 30 пуç мăйракаллă шултра выльăхсем усрамалăх ферма тăвасшăн, сурăхсемпе ĕнесен ăратлăхне те çĕнетесшĕн.Ÿркенмен ăста пулнă тенĕ пек Ивановсем те ĕçрен ÿркенмеççĕ, çавăнпа та вĕсен ĕçĕ куç умĕнче. Çакна хам курса ĕнентĕм.

 

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

 



"Урмарская районная газета"
05 апреля 2014
16:12
Поделиться