Парăма вăхăтра татмалла
Район экономикине технологи тĕлĕшĕнчен аталантарас тата çĕнетес енĕпе район администрацийĕнче лару иртнĕ. Ăна Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пычĕ. Унта ял тăрăхĕсен, предприятисемпе учрежденисен пуçлăхĕсем, Пенси фончĕн, федераллă налук службин органĕсен представителĕсем хутшăннă.
Чи малтанах Константин Владимирович Вăрмар районĕн 2013 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ çинчен тĕплĕн паллаштарчĕ. Иртнĕ çул вак тата вăтам бизнес лайăх аталанса пынă. Вĕсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе те тĕллевлĕн ĕçленĕ. Районăн инфратытăмĕ пысăк шайра аталанса пынă. 2013 çулта Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула хута янă. Çавăн пекех Вăрмар поселокĕнче нумай хваттерлĕ çурт-йĕр хăпартассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи ăнăçлă ĕçлесе пынă. Унсăр пуçне нумай ачаллă çемьесене çĕнĕ, хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе те чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Çул-йĕр ыйтăвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Кăçал та районăн инфратытăм аталанăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Палăртма кăмăллă: хальхи вăхăтра Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕ хăпарать. Унпа пĕрлех пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
Ларура районти хăш-пĕр предприятисем мĕнлерех шайра ĕçлесе пынине сÿтсе яврĕç. «Урмарытеплосеть», «Вăрмар пасарĕ», «Техника инвентаризацийĕн бюровĕ», «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат», «Сывлăх» муниципаллă унитарлă предприятийĕсем, «Вăрмарти электричество сечĕсем», «Водоканал», «Тасатакан сооружени» тулли мар яваплă обществăсен пуçлăхĕсем 2013 çулхи финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Çавăн пекех налук тата ытти парăмсем пур организацисен пуçлăхĕсен отчечĕсене те итлерĕç. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ака ĕçĕсене мĕнлерех шайра хатĕрленни çинчен тухса калаçрĕç, районта выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе умра тăракан задачăсене палăртрĕç.
Ларăва пĕтĕмлетнĕ май Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин налук тата ытти пур парăмлă районти предприятисемпе организацисен яваплă çыннисене вĕсене вăхăтра татмаллине, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене уйрăм çынсенчен транспорт тата пурлăх налукĕсене вăхăтра пуçтарассипе активлăрах ĕçлемеллине каларĕ.
Унтан Константин Владимирович «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприятин тĕп бухгалтерне Р.Митрофановăна ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Чăваш Республикин промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕ.
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.