Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шута юратакан шывра та перекет тупать

Вăрмарти «Водоканал» тулли мар яваплă общество халăха шывпа тивĕçтерессипе, усă курнă хытă каяшсене турттарса тухассипе, утилизаци тăвассипе, шыв пăрăхĕсем хурассипе, ăна кăларассипе, канализаци тасатассипе, унсăр пуçне автомашинăсемпе, экскаваторпа тата ытти тĕрлĕ техникăпа ĕçсем туса парассипе нумай çул хушши ĕçлет. Паян ку предприяти директорĕпе, Юрий Григорьевич Ивановпа, курса калаçма май пулчĕ, калаçу шыв счетчикне кашни киле кĕртесси çинчен пычĕ.

–Паянхи кун «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн планпа палăртнă тĕллевĕсем еплерех пурнăçланса пыраççĕ?

–2013 çул «Водоканал» предприятийĕшĕн ăнăçлă пулнă теме юрать, 2012 çулпа танлаштарсан пĕтĕмĕшле тупăш 7 млн та 808 пин тенкĕпе танлашнă - 119,3 процент ĕнтĕ. Вăрмар поселокĕнче паянхи кун шыв счетчикĕ 440 лартса тухнă, çав шутра нумай хваттерлĕ çуртсенче 349, уйрăм çуртсенче — 91, пурĕ вара 587 çурт. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕччен ĕлкĕреймесен пĕр çуртран уйăхне пахча шăвармалли виçи нормативпа 500 тенкĕ пулать, шăвармалли тапхăрта виçĕ уйăх хушшинче 1500 тенкĕ, çавăнпа та счетчик лартни перекетлĕ. Нумай пулмасть эпир абонентсене пĕлсе тăма пĕлтерÿсем тунă, хамăр касса умĕнче те çырса çакнăччĕ. 2009 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнчи 261 №-лĕ Раççей Федерацийĕн Федераллă Саккунне пăхăнас пулсан пĕлтĕрхи июлĕн 1-мĕшĕччен учет приборĕсене лартса тухмалла пулнă.

–Юрий Григорьевич, район çыннисем мĕнле майпа шыв счетчикне лартма пултараççĕ-ши?

–Паянхи кун пирĕн предприятирен шыв счетчикне 960 тенкĕпе ларттарма пулать. Кунтах шыв счетчикĕсем, кран-фильтрсем туянма пулать, пурте вĕсем лицензиллĕ, 1 çул хушши гаранти те пулать, енчен те çулталăк хушшинче çĕмĕрĕлчĕ пулсан юсаса параççĕ е çĕннипе улăштараççĕ. Çак шыв счетчикне лартасси лицензиллĕ ĕç тесе каласан йăнăш пулать, çавăнпа та шыв счетчикне çынсем хăйсем те лартма пултараççĕ, лартнă хыççăн вара предприятине килсе регистраци тумалла.

–Калăр-ха, тархасшăн, шыв счетчикне лартсассăн е лартмасассăн перекетлĕрех?

–Паллах шыв счетчикне ларттарсан перекетлĕрех пулать. Тĕслĕх илер-ха: паян çын пуçне шывшăн 130 тенкĕ тÿлемелле, енчен те çемьере виçĕ çын пулас пулсан 390 тенкĕ пулать. Предприяти статистики тăрăх, пиллĕк кубометр шыв пĕтернĕ пулсан, 87,70 тенкĕ анчах тÿлемелле. Хăвăрах шутласа пăхма пултаратăр: счетчикпе е счетчиксăр перекетлĕрех.

–Çын шывсăр пурăнаймасть, унпа кулленех усă курать, пĕлес килет, паянхи кун пирĕн тăрăхра пурăнакан çынсем шывшăн вăхăтра тÿлесе пыраççĕ-ши?

–Паянхи куна илсен, уйрăм çынсем предприятине 1 млн та 500 тенкĕ таран тăкака кĕртнĕ. Çак ĕçе йĕркелесе пыма парăмсене вăхăтра тÿлесе татнинчен нумай килет. Каласа хăварас килет, счетчик лартнă хыççăн шывшăн укçа-тенкĕ тÿлеме кашни уйăхăн 25-мĕш числинчен кая юлмалла мар.

–Енчен те шыв счетчикне палăртнă вăхăтра лартса ĕлкĕреймесен, мĕн кĕтет-ха халăха?

–Шыв счетчикне лартмаллин срокĕ пĕлтĕрхи июлĕн 1-мĕшĕччен пулнă. Енчен те харпăр хăй счетчик лартса ĕлкĕреймен пулсан, предприяти ирĕксĕр лартса çÿреме пикенет, хакĕ вара 960 тенкĕ мар, виçĕ пинпе танлашма пултарать. Çавăнпа та халăха шыв счетчикĕсене вăхăтра лартмалла тесе чĕнсе калас килет.

–Юрий Григорьевич, пурте пĕлеççĕ, сирĕн предприяти халăха шывпа кăна мар, хытă каяшсене турттарса тухассипе тата утилизаци тăвассипе те ĕçлет. Çÿп-çапран тасалма мĕнлерех мероприятисем иртеççĕ-ши?

–Ăпăр-тапăртан тасалса пыма предприяти çÿп-çап урнисем лартса тухнă. Пирĕн предприятипе уйрăм секторсем, лавккасен хуçисем, ытти предприятисемпе организацисем килĕшÿ туманнисем те пур тесе калас килет. Вĕсемпе ĕçлесе пыратпăрах, анчах та вĕсен ялан пĕр хурав: «Пирĕн çÿп-çап çук!», анчах та паянхи кун полиэтилен пакечĕсем, кĕленче, хут ещĕкĕсем питĕ нумай, çапах та Вăрмар район территорийĕнче вырнаçнă контейнерсемпе тÿлевсĕр усă кураççĕ.

Тĕслĕхрен илсен, 2013-мĕш çулта 1 млн та 513 пин тенкĕлĕх çÿп-çап илсе тухнă, 2012-мĕш çулта вара 2 млн та 4 пин тенкĕлĕх, ку мĕне пĕлтерекен япала/ Çÿп-çап чакни курăнмасть, кунран-кун нумайланса пырать, тăкакĕ вара хăвăрах куратăр.

Паянхи кун çак ыйту пире хумхантарать. Район территорине тирпейлĕ тытса тăма пĕрре те çăмăл мар, çавăнпа та унăн чыслăхĕ, тасалăхĕ, малашлăхĕ кашни çынран килет.

–Санкциленмен хытă каяшсем тăкмалли вырăн çинчен мĕн калама пултаратăр-ши? Вăрмар поселокĕн тирпейлĕхне упраса хăварма пулать-ши?

–Территорисене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе апрелĕн 1-мĕшĕнчен ятарласа икĕ уйăхлăх тапхăр пуçланчĕ. Предприятисем, организацисем, лавккасем тата ытти учрежденисем хăйсен территорийĕсенче çÿп-çап урнисем лартса тухасса, пирĕнпе килĕшÿ тăвасса шанса тăрас килет. Çак ĕçсене вăхăтра ирттермесен санкциленмен çÿп-çап вырăнĕсем нумайлансах пырĕç.

Вăрмар полигонне ?йăлари хытă каяшсене утилизацилемелли вырăн% «Водоканал» тулли мар яваплă общество тытса тăрать, çавăнпа та пирĕнпе килĕшÿ тумасассăн нихăш хула, ял тăрăхĕн администрацийĕсен, предприятисен, организацисен, учрежденисен те çÿп-çап килсе пăрахама юрамасть, енчен те çакăн пек тĕслĕхсем пулчĕç пулсассăн предприяти пĕчĕкех мар штраф пама пултарать. Пĕлтĕрхи тĕрлĕ ĕçсене пурнăçласа 1 млн та 500 пин тенкĕ тупăш илнĕ пулсан, çав шутра 1 млн тенкине район тасалăхĕшĕн уйăрнă.

Хаклă ентешĕмĕрсем, вăраха каймасăр шыв счетчикĕсене лартасчĕ, пурте пĕрле кар тăрса, хамăр пурăнакан вырăна тасалăхра, тирпейлĕхре упрасчĕ!

Т.ВАЗЮКОВА

калаçнă

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

 



"Урмарская районная газета"
05 апреля 2014
16:16
Поделиться