Кĕлкешсем субботнике тухнă
Вăрмар районĕнче тирпей-илем кĕртессипе 2014 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 31-мĕшĕччен икĕ уйăхлăх пырать.
Çак тапхăрта Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи администраци, культура ĕçченĕсем алла кĕреçе, сенĕк, çÿп-çап пухмалли михĕсем илсе пĕрремĕш субботнике тухрĕç. Субботникре «Çитмĕш - Кĕлкеш» автоçул хĕррисене тата Кĕлкеш масарĕн территорине тасатрĕç.
Кашни çын хăй пурăнакан ял урамĕсене таса та тирпейлĕ курас тет, çавăнпа та Кĕлкеш ял тăрăхĕн администрацийĕ пурне те субботниксене тухма йыхăрать. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем çак акцирен пĕрре те айккинче юласшăн мар, çанталăк панă май вĕсем кашни канмалли кунсенчех хăйсен тăрăхне тирпей-илем кĕртме тухаççĕ. Ĕçĕ те курăмлă - таса вырăна никам та çÿп-çап малашне тухса пăрахмĕ.