Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Спорта аталантарма

Д.Медведев премьер-министр регионсенче спорт çурт-йĕрне хăпартма субъектсен хыснинчен уйăракан укçа çумне çĕршыв бюджетĕнчен те куçарасси çинчен хушу кăларнă. Федерацин «Раççей Федерацийĕн физкультурипе спортне 2006-2015 çулсенче аталантарасси» программипе килĕшÿллĕн регионсен харпăрлăхне илекен спорт объекчĕсене тума кăçал федераци хыснинчен 4,9 млрд тенкĕ параççĕ. Субсиди калăпăшне Раççей Спорт министерстви палăртнă лимитсене тĕпе хурса, субъектсем хăйсен бюджетне еплерех тивĕçтернине шута илсе палăртнă. 52 регионран чи пысăк пулăшу илекеннисем - Чăваш Ен (334,5 млн тенкĕ), Тамбов облаçĕ (330 млн), Карачай-Черкес Республики (220 млн). Ку укçана субъектсенче спортăн 114 объектне, вăл шутра нумай тĕллевлĕ 23 комплекс, 30 зал, 9 бассейн, 15 пăр кермен, тикĕс 14 сооружени, ятарлă 23 хатĕр (велотрек, çуллахи йĕлтĕр çулĕ, велоçул) тума усă курасшăн.

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

 



"Учительская газета"
26 апреля 2014
08:57
Поделиться