Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Культура: Фестивальте Вăрмарсем маттур пулнă

Софья Савнеш01.05.2014 19:55 | 42 хут пăхнă
КУЛЬТУРА

Куславккари культурăпа кану центрĕнче «Туслăх юрă карти — 2014» IV уçă фестиваль-конкурс иртнĕ. Кăçал конкурса республикăри 10 районти 21 ушкăн хутшăннă. Вĕсен йышĕнче — Вăрмар районĕнчи ташă ушкăнĕсем те: «Степ» (Апапуç), «Капельки» тата «Непоседы» (Вăрмар поселокĕ).

Конкурс çӳллĕ шайра иртнĕ. Мĕн пур ушкăн парнене тивĕçнĕ. «Хальхи ташă» номинацире Вăрмар поселокĕнчи «Непоседы» ташă ушкăнĕ III Диплома тивĕçнĕ. 10–13 çулсенчи ушкăнра «Дуэт» номинацире Вăрмарти «Капельки» ташă ушкăнĕ малти вырăна тухнă. Çак номинацирех Арапуçри «Степ» ташă ушкăнĕ II степень Диплома тивĕçнĕ.

Фестивале килнисем пурте унта хутшăннине ĕнентерекен сертификата тата пĕчĕк парнене тивĕçнĕ. Чи çамрăк конкурсçăна Кира Ивановăна (Вăрмар поселокĕнчи «Непоседа» ташă ушкăнĕ) та парнепе чысланă.



Чаваш халах сайче.
01 мая 2014
13:32
Поделиться