Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Республикăра: Силеровсем «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçнĕ

Галина Никитина13.05.2014 23:08 | 2 хут пăхнă
РЕСПУБЛИКĂРАСилеровсем
Силеровсем

Вăрмар районĕнчи Силеровсен çемйи «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçнĕ. Раççей Президенчĕ ку хушăва иртнĕ уйăх вĕçĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Орден медальне ачасене воспитани парас тата çемье хаклăхĕсене упраса хăварас тесе тăрăшакансене параççĕ.

Силеровсем 22 çул пĕрле пурăнаççĕ иккен. Университетра вĕреннĕ вăхăтрах паллашнă вĕсем. Кил хуçи хĕрарăмне, Татьянăна, пулас упăшки, Игорь, шӳтлеме юратни кăмăла кайнă иккен. Нумай кулнипе пит çăмарти ыратма пуçлатчĕ тесе аса илет иккен вăл паян. Малтан Татьяна анестезиолог-реаниматологра тăрăшнă. Кайран бухгалтер ăсталăхне алла илнĕ те халĕ хăй фирминче ĕçлет. Кил хуçи стоматологи поликлиники уçнă.

Çĕнĕ çемьере пĕрин хыççăн тепри виçĕ ывăл çуралнă. Унтан хĕр пултăр тенĕ те тепĕр икĕ хĕр çуралнă. Ывăлĕсем халĕ ишме юратаççĕ-мĕн, наградăсене те тивĕçнĕ. 2012 çулта çемье республикăра «Çулталăк çемйи» конкурсра çĕнтернĕ.

Чаваш халах сайче.
13 мая 2014
13:22
Поделиться