Пушар чĕлхи вăрăм, анчах ăна татма пулать
Иртнĕ кунсенче Энĕшпуç ял тăрăхĕнче районти чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕн комиссийĕн вырăнти анлă ларăвĕ иртрĕ. Кунта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, ял старостисем пухăннă. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пычĕ, çавăн пекех ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн представителĕ А.Егоров хутшăннă.
Юлашки виçĕ çул хушшинче Энĕшпуç ял тăрăхĕнче пĕр пушар пулнă. 2014 çулта вырăнти пушар хуралĕ вăхăтра килсе çитнипе çулăма сарăлма паман, часах сÿнтернĕ. Каласа хăварас пулать, акă пиллĕк çул хушши ĕнтĕ ялта пушар хуралĕн уйрăмĕн посчĕ ĕçлет, вăл 39-мĕш номерлĕ Вăрмар пушар хуралĕ çинче шутланса тăрать, инкек-синкек килсе тухсан кунта икĕ пушар машини пур, вĕсемпе В.Ефимовпа П.Прокопьев шоферсем çÿреççĕ. Тăрăшуллă та хастар çынсем, кирек ăçта та кĕтнĕ çĕре вăхăтра çитеççĕ, яланах пулăшма васкаççĕ. Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов каланă тăрăх, халăхпа профилактика калаçăвĕсем яланах иртеççĕ, сăмахран, ял администрацине çын справка е урăх документ илме килчĕ пулсассăн, кунта пĕр специалисчĕ вăл ыйтнине пурнăçлать, тепри вара вăл вăхăтра ялта пурăнаканпа пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене ăнлантарать, инкек-синкек тухас пулсан хăйсене мĕнлерех тытмалли çинчен калать. Çавăн пекех ачасемпе шкулта учительсен, килĕсенче ашшĕ-амăшĕсен пушар хăрушсăрлăхĕ тата шывра ишнĕ чухне хăйсене мĕнле тытмалли çинчен ăнлантармаллине асăрхаттарса хăварчĕ.
Комисси членĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ?ÿкерчĕк çинче% шкул музейĕнче пулчĕç, халăх валли йĕркеленĕ шыва кĕмелли вырăна кайса курчĕç, Энĕшпуç ял тăрăхĕн муниципаллă пушар хуралĕн подразделенийĕн пушар деповĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурлăх базипе, техникипе паллашрĕç. Унсăр пуçне ял варринче çынсене киленмешкĕн, ял тавралăхне илем кĕртмешкĕн хитре фонтан вырнаçтарнă. Ытти чухне кунта ача-пăча сасси шăпланмасть, шăрăх çанталăкра пурин те шывпа вылясси, чÿхенесси килет. Ку ял тăрăхĕнче тирпей-илем палăрать, пĕтĕмпех хăй вырăнĕнче, акă, пушар тухсан сÿнтермелли шыв пички те туп-туллиех, кирек хăçан та пушар машини шыв ăсса илсе кайма пултарать.
Константин Владимирович пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта 15 пушар пулнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан пĕр пушар ытларах. Телее, вилнисем тата суранланнисем çук, анчах та икĕ миллион ытла тенкĕлĕх çынсем шар курнă. К.Никитин Энĕшпуç ял тăрăхĕн ĕç-хĕлне ырларĕ, хăйсем тăрăшнипе пушар хуралĕн постне йĕркеленĕ вĕсем, халăх пулăшăвĕпе ишмелли вырăнсене те уйăрнă, пушар тухсан шыв илмелли вырăнсем те хатĕр энĕшпуçсен.
Вырăнти яваплă çынсем, район халăхĕн, уйрăмах ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн пăшăрханаççĕ, явап тытаççĕ.
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.