Тăлăх ачасене - хваттерсем
Иртнĕ кунсенче чаплă лару-тăрура Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хваттер уççисене тăлăх, ашшĕ-амăшĕсен хÿттисĕр тăрса юлнă ачасене поселокри Некрасов тăкăрлăкĕнчи 3-мĕш çуртри хваттер уççисене панă. Телейлĕ уçă хуçисем икĕ тăлăх ача пулнă. Хваттерсенче пурăнмашкăн пур условисем те пур. «Çĕнĕ хваттер илесси яланах малашлăх планĕсемпе çыхăнать. Сирĕн килĕрте ялан ăшă та хăтлă пуласса шанас килет», - терĕ Константин Владимирович. «Хамăн кĕтес çинчен эпĕ тахçантанпах ĕмĕтленетĕп, акă вăл, манăн пурнăçланнă ĕмĕтĕм», - савăнăçне пытараймасть Е.Гаврилова пĕр пÿлĕмлĕ хваттер хуçи. «Ку пирĕн малашнехи пурнăçра чи курăмлă пулăшу, çитменнине, манăн хваттер тăван пиччен хваттерĕпе юнашар. Паян манăн ĕмĕтĕм пурнăçа кĕчĕ. Эпĕ тата паян çĕнĕ хваттер уççине илекен Л.Константинова ячĕпе республика тата район пуçлăхĕсене пирĕн малашлăхшăн тăрăшнăшăн, пире манманшăн, çутă пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав тăватăп». Çавăн пекех Константин Владимирович ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă ачасене тĕрев парассипе ĕçлекен программăпа 2013 çулта хваттер илнĕ С.Гаврилов патне кĕрсе курнă. Кăçал ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă 6 ачана çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтермелле пулсан, вĕсенчен тăваттăшĕ хваттер уççисем илнĕ.