Уявра савăнчĕ тăван халăхăмăр
Чăваш Ен çулсерен илемленсе, капăрланса пынине хамăр куçпа курса ĕненетпĕр. Халăх ĕçлеме те савăнма та пĕлет. Акă нумаях пулмасть Республика кунĕ кĕрлесе иртрĕ. Уява Чăваш Ене пур çĕртен те пуçтарăннă. Уяв тĕп хулара иртнипе пĕрле Каçал тăрăхĕнче, Комсомольски районĕнче иртнине вулакан пĕлет ĕнтĕ. Çапла çак чаплă та сумлă уява пирĕн районтан та делегаци хутшăннă. Унта пулнă хамăр ентешсемпе калаçса уяв еплерех иртни пирки тата мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăнни çинчен каласа пама ыйтрăм.
К.НИКИТИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ: Республика кунĕ паллă та пĕлтерĕшлĕ пулăм. Уявра çак таранччен тунă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ тата малашнехи тĕллевсене палăртаççĕ. Чăваш Енре ĕçчен те тарават çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсен культурине, авалхи йăли-йĕркине ăруран-ăрăва парса пырса, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе малалла çирĕппĕн утакан халăх. Юлашки çулсенче вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанса пыни, строительство ĕçĕ вăйланни, хуласемпе ялсенче çĕнĕ çуртсем çĕкленни, çĕнĕрен те çĕнĕ çул туса ялсене хула, район центрĕсемпе асфальтлă çулпа çыхăнтарни, ял хуçалăх продукцине тирпейлекен заводсем хута кайни, «Трактор завочĕсем» концерна çĕнĕ йышши «АГРОМАШ 4000» комбайнсен производствине пуçарни, çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем уçăлни те экономикăн кал-кал аталанăвне яр уççăн кăтартса параççĕ. Анлă проектсене пурнăçланă май Чăваш Ен татах та илĕртÿллĕрех регион пуласси куç кĕретех. Социаллă пурнăçпа экономикăри тата политикăри пĕр тикĕслĕх, нацисем хушшинчи килĕшÿ, туслăх ыранхи куна çирĕппĕн пăхма май туса параççĕ. Уява хутшăннă тĕрлĕрен наци çыннисем те Чăваш Енĕн хальхи çитĕнĕвĕсемшĕн савăнса, малашлăхне анлăн курса юрă-ташăсем урлă мухтарĕç. Уяв кунĕсенче Комсомольски районĕнче «Уй кунĕ - 2014» курав иртни, унта ял хуçалăхăн тĕрлĕрен техникисене курава тăратни те çĕр ĕçченĕсене ĕçлеме татах та хавхалантарчĕ. Çакă хăйсен ĕçне тин ял хуçалăхĕпе çыхăнтаракансене анлă çула тухма та пулăшĕ тесе шутлатăп. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев «Уй кунĕ - 2014» уява уçнă май патшалăх та хуçалăхсене нумай пулăшнине палăртса хăварчĕ. Чăваш Енри агропромышленноç комплексне аталантарма кăçал 2 млрд ытла тенкĕ укçа уйăрма палăртнине тата çу пуçламăшĕнче çанталăк шăрăх тăнине шута илсе ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене тухăçа вăхăтра пухса кĕртме хушма пулăшу парассине те каласа хăварчĕ Михаил Васильевич. Пирĕншĕн патшалăх нумай тăрăшать пулсан, пирĕн вара мĕншĕн тăрăшмалла мар. Эпир те акса-лартса хăварнă ял хуçалăх продукчĕсене, тĕрлĕ майсем шыраса, вăхăтра та тăкаксăр пухса кĕртме тăрăшăпăр.
И.ДМИТРИЕВА, район администрацийĕн культура, спортпа архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ: Республика кунĕнче иртнĕ уяв пурне те пĕр çĕре пуçтарчĕ. Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль хăй ытамне йыхăрчĕ тесе калас килет. Унта Раççейĕн 32 регионĕнчен 39 коллектив хутшăннă, вĕсен шутĕнче пирĕн район та. Юрларĕ, ташларĕ, тăван ен. Тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕ юрă-кĕвĕ. Чăваш Республикинче те тĕрлĕ наци çыннисем пурăнаççĕ. Пирĕн тĕллев юрă-ташă урлă пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха упраса, пĕрлĕхе çирĕплетсе тăван республикăна ăс-хакăл енчен, экономика тĕлĕшĕнчен татах та вăйлатма пулăшасси пулчĕ.
Н.ГАВРИЛОВ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи информаципе культура центрĕн «Еник» фольклор ансамблĕн аккомпаниаторĕ: юрă-ташă çынна çывăхлатать, тенĕ мĕн авалтан. Ку чăнах та çапла пулĕ. Республика кунне эпир тăтăшах хутшăнатпăр. Анне монуменчĕ çывăхĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ уçăлчĕ, эпир те унта хутшăнтăмăр. Каçхине «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнса тĕп сцена çине тухрăмăр. Юрă-ташă пурăнма вăй-хăват хушать татах та малалла шанчăклăн пăхма хистет. Эпир те çынсене пурнăçри пăтăрмахсене манса кайса юрă-кĕвĕ ытамĕнче пулма чĕнетпĕр.
Иртнĕ кунсенче Мускавра чăвашсен тĕп Акатуйĕ иртрĕ. Унта эпир Мускаври чăваш диаспорине, тĕрлĕ çĕртен килнĕ халăха хамăрăн пултарулăха кăтартрăмăр. Культура мероприятийĕсем халăхсен туслăхне çирĕплетĕç.
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА