Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пулăшусăр никам та юлмĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев видеоконференци мелĕпе республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ А.Самойлова республикăра Украинăран тарса килнисене пулăшас енĕпе ĕç ушкăнĕ туса хуни çинчен пĕлтернĕ. Июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне ФМСăн Чăваш Енри управленийĕнчен Украина территорийĕнчен килнĕ 49 çемье (пĕтĕмпе 75 çын, вĕсенчен 17-шĕ - ачасем) кунта вăхăтлăх пурăнма ыйтнă.

Тĕпрен илсен Украина гражданĕсем тăванĕсем патĕнче пурăнаççĕ, вĕсене тÿлевсĕр медпулăшу кÿрессине йĕркеленĕ. Асăннă кунсенче 25 çын республикăри медицина учрежденийĕсенче медпулăшу ыйтнă.

Июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пурăнакан 83 çын украинсене вăхăтлăх пурăнма пÿлĕмсем пама кăмăл тунă, 13 çемье çак майсемпе усă курнă. ФМСăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ В.Черничкин пĕлтернĕ тăрăх - кунта тата 250 çын килесшĕн, хальлĕхе вĕсем Ростов облаçĕнче.

М.Игнатьев кÿршĕ патшалăх гражданĕсене вăхăтлăха пурăнма йышăнмашкăн хатĕр çемьесене тав тунă, вырăнти влаç органĕсен ертÿçисене çак ыйтăва куçран вĕçертме юраманни пирки асăрхаттарнă, куçса килекенсене ĕçе вырнаçтармашкăн пулăшма сĕннĕ.

Раççей Федераци Канашĕн членĕ Г.Николаева, видеоконференцие хутшăннăскер, республика ертÿçисене Украинăн кунта тарса килекен гражданĕсене пулăшнăшăн тав тунă. «Чăваш Енре харăсах ыр кăмăллăхăн виçĕ фончĕ укçа-тенкĕ пухма хутшăнать - Раççейре унашкал регион урăх çук», - тенĕ Галина Григорьевна.

 

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

 



"Урмарская районная газета"
09 июля 2014
09:36
Поделиться