Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕл тутă пултăр

Хĕл тутă пултăр

Июль уйăхне мĕн авалтан утă уйăхĕ тенĕ. Çак вăхăтра выльăх-чĕрлĕх усракан кашни çыншăн тата пур тĕрлĕ хуçалăхсемшĕн - хĕрÿ тапхăр. Çанталăкăн кашни хĕвеллĕ кунĕсемпе туллин усă курса юлас тесе тăрăшаççĕ.

Выльăх апачĕ хатĕрлессипе пирĕн район республика шайĕпе илес пулсан самай лайăх вырăнта пырать. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕнчи оперативлă даннăйсем тăрăх çак вăхăт тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пурĕ 3271 гектар курăк çулнă, 3121тонна утă хатĕрленĕ, çакă планпа палăртнинчен 87 процент пулать, витаминлă курăк çăнăхне 110 тонна хатĕрленĕ, 1600 тонна сенаж хывнă. Сăмах май каласан сенаж хывас ĕç «В.А.Иванов» хресчен ?фермер% хуçалăхĕнчи Арапуç ялĕнче хĕрсех пырать. Вĕсен унта сенаж хывмалли пурĕ 6 шăтăк, вĕсенчен иккĕшне туп-тулли тултарса тирпейлĕн витсе хунă. Эпир çак хуçалăхра пулнă кун вĕсем ешĕл курăкпа сенаж хыватчĕç. Автомашина хыççăн автомашина хутлать. А.Чернов, В.Васильев, В.Ширков, Д.Дмитриев, Ю.Николаев водительсен калаçса тăма та вăхăт çук, хĕвеллĕ кунра ытларах сенаж хывса хăварас тесе тăрăшаççĕ. Автомашинăсемпе килсе тăкнă курăка В.Григорьев К-701 тракторпа таптатса майласа тăратчĕ. А.Васильев люцерна курăкне сенаж тума хатĕрлекен агрегатпа çулса тăрать. Хĕл тутă пултăр тесен ывăннине пĕлмесĕр ĕçлеме тивет çав. Выльăх апатне халĕ хатĕрлемесен хĕлле выльăхсене мĕн çитермелле.

Хальхи вăхăтра районта кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварма тесе çĕр хатĕрлеме пуçланă, пурĕ 2601 гектар сухаланă, çав шутра «В.А.Иванов» хуçалăхĕнче - 540 гектар.

 

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

 



"Урмарская районная газета"
12 июля 2014
14:48
Поделиться