Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Налук калăпăшĕ ÿсĕмлĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин вырăнти органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Тариф службин ертÿçи А.Егорова коммуналлă пулăшу ĕçĕсен 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ тарифсем çинчен каласа панă. Ăшă энергийĕн тарифĕ 3,4 процент пысăкланнă, сивĕ шывпа тивĕçтернĕшĕн тата канализацишĕн - 3,1, электроэнергишĕн - 4, çут çанталăк газĕшĕн - 4,1 процент. Республикăн кăçалхи бюджетĕнче граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемешкĕн субсиди памашкăн 261 млн тенкĕ пăхса хăварнă. М.Игнатьев тариф службине, Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине халăхпа ăнлантару ĕçне йĕркелеме хушнă, асăннă тарифсен ÿсĕмĕн сăлтавĕсем пуриншĕн те ăнланмалла пулччăр.

Финанс министрĕ С.Енилина çулталăкăн пĕрремĕш çурринче республика бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Оперативлă кăтартусем тăрăх - тупăш тĕлĕшпе бюджета 17780,3 млн тенкĕлĕх (çулталăклăха планпа пăхнин 51 процент) пурнăçланă. Республика хыснине хывнă налук тупăшĕ 9326,1 млн тенке çитнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 5,7 процент пысăкланнă.

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

 



"Урмарская районная газета"
12 июля 2014
14:47
Поделиться