Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче районти предприятисемпе организацисен руководителĕсемпе, ял, хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, район депутачĕсен Пухăвĕн, ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе, политика партийĕсен представителĕсемпе, ял старостисемпе иртнĕ ларура 2014 çулхи майăн 27-мĕшĕнчи 136 номерлĕ «РФ субъекчĕсен патшалăх влаçĕсен саккун кăларакан тата пурнăçлакан органсен йĕркеленĕвĕн пĕтĕмĕшле принципĕсем» Федераллă саккунăн 263 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» тата «РФ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йĕркеленĕвĕн пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» Федераллă саккун мĕнлерех пурнăçа кĕрсе пынине сÿтсе явнă.

Район активĕпе Чăваш Енре йĕркеленнĕ ĕçлĕ ушкăнсенчен пĕри - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн руководителĕн пĕрремĕш заместителĕ - шалти ĕçсен политикин Управленийĕн начальникĕ Ю.Васильев, ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан директор С.Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Комитечĕн патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутатсен этики енĕпе ĕçлесе пыраканĕн председателĕн заместителĕ В.Филимонов, Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн вырăнти хăй тытăмлăх тата депутатсен этики енĕпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Н.Владимиров тĕл пулса çÿлерех асăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Ларура çавăн пекех ĕçлĕ калаçу вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелессипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра та пулнă.

 

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

 



"Урмарская районная газета"
16 июля 2014
14:49
Поделиться