Чăваш Ен хÿтлĕх парать
Чăваш Республикинче Украинăри Донецк тата Луганск облаçĕсенчен 71 çын килсе çитнĕ, çав шутран ытларахăшĕ - ачасемпе хĕрарăмсем. Вăхăтлăх пунктра ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин психологи пулăшăвĕн служби ĕçлет. Унтах тухтăрсен ушкăнĕ медицина тĕрĕслевĕ ирттерет. Миграци службин ĕçченĕсем çынсене асăннă пунктра йышăнаççĕ, вĕсене Чăваш Ен влаç органĕсем куллен кирлĕ япаласемпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ: тум-тирпе, гигиена хатĕрĕсемпе, эмелсемпе, кунне виçĕ хут вĕри апат çитереççĕ.
Украинăран тарса килнисемпе ЧР сывлăх сыхлавĕн социаллă аталану министрĕ А.Самойлова тĕл пулнă, кунта куçса килнисем хăйсен ĕçлес кăмăлĕ пуррине палăртнă. Вĕсем валли Чăваш Енри ĕçлес служби вакансисен ятарлă банкне хатĕрленĕ: унта пĕтĕмпе 1503 ĕç вырăнĕ, çав шутран 651-шĕнче пурăнмалли кĕтеспе те тивĕçтерĕç.
Украина гражданĕсене хăйсен çемйисенче вырнаçтарма хатĕр çынсене ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине çак телефонсемпе шăнкăравлама ыйтаççĕ: 26-13-49, 62-13-60.
«Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ» общество организацийĕ Украинăран пирĕн хутлăха тарса килнĕ граждансене ятран пулăшмашкăн укçа-тенкĕ куçарма хăйĕн Ыр кăмăллăх фончĕн расчет счетне сĕннĕ.
Унăн реквизичĕсем:
ЧР хĕрарăмсен канашĕн Ыр кăмăллăх фончĕ
428000, г.Чебоксары, пл.Республики, д.2, оф. 119
ИНН 2130999669, КПП 213001001
р/с 40703810875000000039 В ОАО «Сбербанк России» Чувашское отделение /6813 к/с 30101810300000000609
БИК 049706609
Назначение платежа: «Помощь беженцам Украины».