Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Рейд ирттернĕ

Иртнĕ кунсенче Вăрмар район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Н.Борисова, А.Петрова специалист, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Р.Иванова опекăра тăракан ачасен условийĕсене тĕрĕслес тĕллевпе ăнăçсăр пурăнакан тата ачасене опекăна илнĕ çемьесенче рейд ирттернĕ.

Ĕçлĕ çул-çÿревре ăнăçсăр пурăнакан çул çитмен ачасене опекăна илнĕ çемьесене, çавăн пекех Пысăк Енккассинче пурăнакан çул çитмен ачасемпе ĕçлеймен граждансен килне çитсе килнĕ.

Комисси членĕсем ачасен пурăнмалли условийĕсемпе тĕплĕн паллашнă. Саруйпа Карăкçырма ялĕсенче вĕсем пурăнакан çурт-йĕр условийĕсене тĕрĕсленĕ, актсем çырнă.

Ашшĕ-амăшĕсене ачасене çителĕклĕ воспитани памалли çинчен асăрхаттарса хăварнă. Тимсĕртерех ашшĕ-амăшĕсемпе хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пымалли çинчен тĕплĕ калаçу ирттернĕ.

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

 



"Урмарская районная газета"
19 июля 2014
14:41
Поделиться