Лару иртнĕ
Иртнĕ кунсенче районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ларусен залĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинче: вĕрентÿ учрежденисене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси, 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн ятран паракан стипендийĕсем илесси пирки, ФГОС условийĕсенче ачасене вĕрентÿпе воспитани парасси çинчен.
Тĕп ыйтусенчен пĕри - вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси. Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов хăйĕн докладĕнче 2014-2015 çулхи вĕренÿ çулне хатĕрленессин пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене палăртнă.
"Урмарская районная газета"