Саккуна пĕлни пурне те кирлĕ
Районти тĕп библиотекăра Пĕтĕм Раççейри «Раççейри юристсен Ассоциацийĕ» обществăлла организацин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн граждансене правăпа социаллă пулăшу кÿрес Центрĕн консультаци пункчĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Район прокурорĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Г.Демьянов район прокуратурин 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех час-часах йĕркене пăсакан тĕслĕхсем пирки чарăнса тăнă: ял тăрăхĕсенче тавралăха варалани, саккуна пăсса ĕç паракансем ĕç укçине вăхăтра паманни пирки, саккуна пăхăнмасăр йĕркене ан пăсчăр тесе туса ирттернĕ профилактикăлла ĕçсем çинчен тата кăçал çак таранччен район прокуратурине жалобăсемпе, заявленисемпе килнĕ граждансем пирки чарăнса тăнă. Районта коррупципе кĕрешес ĕç еплерех шайрине тĕслĕхсем илсе кăтартсах паллаштарнă, çавăн пекех тĕрлĕрен ыйтусем çине тĕплĕн, ăнланмалла хуравланă. Саккуна пĕлни пурне те кирлĕ. Çавăнпа та пулĕ кашниех харпăр-хăйне интереслентерекен ыйтусем çине хуравсем илесшĕн пулнă.
Ларăва хутшăннисем Чăваш Республикинчи «Фармация» аптекăн Вăрмарти филиалĕн директорĕ В.Желтухина аптекăри çĕнĕлĕхсемпе, Интернет сечĕпе çыхăнса харпăр хăйне кирлĕ эмелсене хăвăртах туянма пулассипе паллаштарнă. Çавăн пекех ларăва хутшăннисем эмелсене чире кура, врачсем çырса панă хучĕпе тÿлевсĕр илме май пуррин списокĕпе паллаштарнă. Муниципаллă, регионаллă, федераллă çăмăллăхсемпе паракан эмелсене мĕнле майпа илме пулассипе интересленнĕ. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа инвалидсене, пенсионерсене, студентсене тата ниçта та ĕçлемесĕр ларакансене эмелсене 3 процент таран çăмăллăхпа сутнине те пĕлнĕ кунта килнисем. Аптека çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿме пултарать: эмелсене саккаспа киле пырса та пама пултараççĕ, укçине терминал урлă та, укçа тÿлемелли картăпа та куçарма пулать.
С.Щербакова библиотекарь «Новые законы» кĕнекесен выставкисен презентацийĕ ирттернĕ тата «Российская газета. Неделя», «Ваши права» периодикăлла изданисенчи статьясемпе паллаштарнă. «Рецепт есть - лекарства нет» статьяна сÿтсе явнă. Çавăн пекех лайăх мар сăмахсене обществăлла вырăнсенче, килте калама юраманнин саккунĕпе паллашнă, çĕр налукĕ ÿсни, вĕрентÿ енĕпе çĕнĕ саккун йышăннă чух килсе тухакан çивĕч ыйтусем пирки те калаçнă.
Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Вăрмарти ача-пăча тата ялсенчи библиотека ĕçченĕсемпе пĕрле кашни уйăхрах тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе пыраççĕ. Çуллахи вăхăрта çынсем çĕр ĕçĕпе ытларах ĕçлеççĕ пулсассăн та вулавăшсене çÿреме вăхăт тупаççĕ. Çын çĕр ĕçĕпе кăна пурăнмасть-çке. Хĕллехи вăхăтра вара библиотекăна çÿрекенсен йышĕ татах та ÿсет.
Первоисточник: Г.Алексеева.