Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывлăхпа спорт кунĕ

Паян республикăри спорт сооруженийĕсем: физкультурăпа спорт комплексĕсем, ача-пăчасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсенчи спорт залĕсемпе пăр çийĕллĕ катоксем спорта юратакансене тÿлевсĕр кĕтеççĕ.

Чăваш Енре паян 4,5 пин спорт сооруженийĕсем ĕçленине палăртма кăмăллă. Вĕсен шутĕнче 11 стадион, 726 спортзал, 66 бассейн, 3,5 пин тренажер тата фитнес-залсем ĕçлеççĕ. Республикăра юлашки çулсенче кăна 50 спорт сооруженийĕсене тĕпрен юсаса çĕнĕрен хăпартса лартнă. Республикăри пур хуласемпе ялсенчи физкультурăпа спортăн хальхи вăхăтри çĕнĕ комплексĕсем кунта çÿрекенсене кĕтеççĕ. Аса илтеретпĕр, «Сывлăхпа спорт кунĕ» кунне ирттерес пирки кăларнă хушăва Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев мартăн 20-мĕшĕнчех алă пуснă. Çак кун регионти халăха физкультурăпа спорт занятийĕсене явăçтарас тĕллевпе пулса пырать. Малтанхи вăхăтра вăл çулталăкăн кашни кварталĕнче иртнĕ пулнă. Кăçалтан пуçласа кашни уйăхра пĕрре ирттерме палăртнă. Малалла физкультурăпа спорт кунĕ августăн 9, сентябрĕн 20, октябрĕн 18, ноябрĕн 22 тата декабрĕн 20-мĕшĕсенче пулĕ.

 

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

 



"Урмарская районная газета"
26 июля 2014
09:25
Поделиться